Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Гороскоп

Ку эрнере сире хăвăрпа пӗр шухăшлă юлташсем тӗрев параççӗ

Эрнелӗх гороскоп 26.10 – 01.11

 ТАКА 21.III – 20.IV

Ӗçре кӗтмен çитӗнӳ тума пултаратăр. Çапах асăрханулăха ан çухатăр, улталама, сирӗнпе усă курма тăрăшӗç, уйрăмах çӗнӗ пӗлӗшсем. Эрне вӗçӗнче ачасен воспитанине тимлӗхе илме тивет. Юратнă çынпа хăвăр хушăри пулăма драматизацилеме кирлӗ мар, ку эсир сахал тимлӗх уйăрнипе кăна çыхăннă. Вăхăта пӗрле ирттерни йăлт майлаштарӗ. Тахçанах кӗтнӗ укçана илетӗр.​ ​ ​

ВĂКĂР 21.IV – 20.V
Ӗçре çӗнӗ талант палăрӗ. Авторитетлă та витӗмлӗ çын пулăшнипе пысăк ӗç туса пăрахатăр. Пуçланă проекта вӗçлеме тивет. Çемьери ыйтусене те татса паратăр. Юратура тахçан ӗмӗтленнӗ çын чӗрине тыткăнлатăр, анчах çакăн хыççăнах ун патне интерес çухататăр. Укçа лару-тăрăвӗ çирӗп, ăна ăс-тăнпа çыхăннă проекта хуни усă кӳрӗ.

ЙӖКӖРЕШСЕМ 21.V – 21.VI
Ку эрнере сире хăвăрпа пӗр шухăшлă юлташсем тӗрев параççӗ. Лартнă тӗллеве хăвăрт пурнăçлатăр капла. Ӗçе тивӗçлипе хаклӗç, малашлăхлă сӗнӳ парӗç, нумай укçа ӗçлесе илетӗр. Хăюллă ӗмӗтсене пурнăçлама вăхăт çитнӗ. Юратури чăрмавсем çухалӗç те савнă çынран, мăшăртан çепӗç туйăмсемсӗр пуçне тахçан кӗтнине илетӗр.​ ​

РАК 22.VI – 22.VII
Ӗçре те, харпăр пурнăçра та çитӗнӳ тăватăр. Сывлăх çирӗпрех те​ вăй-хал тапса тăрать. Ӗç вырăнне улăштарма аван вăхăт. Финанс проблемисем çук. Юратура чи кӗтнӗ ӗмӗт пурнăçланӗ, анчах унпа пӗрле таçтан кӗвӗçӳ те сиксе тухӗ. Ӗçре тӗрӗс йышăну тунинчен укçа-тенкӗ лару-тăрăвӗ килет. Хушма тупăш тума май пулӗ. ​

АРĂСЛАН 23.VII – 23.VIII
Карьерăпа ӳсме кăмăл пулсан – ӗçри планеркăра, пухура​ хăюллăн сăмах илӗр. Тавлашуллă ыйтăва татса пани тимлӗхсӗр юлмӗ. Харпăр пурнăçа улăштарас тесен – халӗ шăпах майлă вăхăт. Укçапа çыхăннă тӗллеве пурнăçлас тесен ӗçлӗ калаçупа тӗлпулусенче хăвăр сăмах çинче çирӗп тăрăр.​ ​ ​

ХӖР 24.VIII – 23. IX
Ку эрнере пуçăра ытлашши ан каçăртăр, унсăрăн пурнăç хăйех вырăна лартӗ. Эрне варринче таврари çынсем агрессивлă пулнипе вăрçăнма, тавлашма пултаратăр. Юратури проблемăсем çухалӗç, вырсарникун шăпана улăштарма пултаракан тӗлпулу пулӗ. Ку вăхăтра хаклă япала ан туянăр, кредит ан илӗр. Çӗнӗ ӗç пуçлама, фирма уçма ăнăçлă тапхăр.

ТАРАСА 24.IX – 23.X
​ Сирӗн идейăсем нумай, анчах вӗсене çывăх çынсемпе сӳтсе явма ан манăр. Улталама пултараççӗ, çавăнпа тимлӗ пулăр. Шăпа сире тӗрӗслеме шутланă тейӗн. Юратура кӗвӗçӳ те, харкашу та пулӗ, чунтан калаçни пулăшӗ. Шăматкун шăпаллă тӗлпулу пулма пултарать. Авантюрăсенчен пăрăнăр, хăвăрт укçашăн ан çунăр. Эсир ахаль те йăлт илетӗр.

СКОРПИОН 24.X – 22.XI
​ Ӗçе планпа, лăпкă тусан, тӗллев патне утсан ӗмӗтленнине пурнăçлама пулӗ. Юратнă çынна шанăр, унпа килӗшни пурнăçăра ырă енне улăштарӗ. Теветкелленме ан хăрăр: сире карьерăра çитӗнӳ, пысăк тупăш тата юратура телей кӗтет. Савни е мăшăр кӗтнӗ пек пулма тăрăшăр.

УХĂÇĂ 23.XI – 21.XII
Тем начарри пулмасан та эрне çăмăллиех мар. Хăвăра лайăх психолог пек кăтартма пултаратăр. Ӗçлӗ хутшăнусем, тӗлпулусем, паллашусем нумай пулӗç. Ултавлă ӗмӗтсен тыткăнне лекме пултаратăр. Юратура пăр та, вут та пулӗ,​ вак-тӗвекшӗн ан тавлашăр. Эрне пуçламăшӗнчех финанс çитӗнӗвӗ пулӗ, пысăк укçа илме май пур. ​
​ ТУ КАЧАКИ 22.XII – 20.I
Ӗçре ырă улшăнусем пулӗç, хăвăра​ кăтартма, ӳсӗм тума май пур. Хăш-пӗри çӗнӗ ӗçе вырнаçӗ. Пуçлăха хăвăр мӗн пултарнипе пултарманнине тӳррӗн калăр – пулăшакан çӗнӗ çӗрте пулмӗ. Юратура хăвăр çине айккинчен пăхăр, тен, эсир сивӗ, туйăмсене кăтартма пӗлместӗр? Пысăк укçа илме, усăллă контракт çирӗплетме шанăç пур.

ШЫВТĂКАН 21.I – 20.II
Ӗçпе çыхăннă плансене пурнăçлама май пулӗ. Юридиципе çыхăннă проблемăсем пулӗç, анчах хумхану кăлăхах. Çӗнӗ паллашусем, харпăр пурнăçа​ йӗркелеме ăнăçлă эрне. Ӗлӗкхи юратăва аса илни хумхантарӗ, çапах паянхи роман çирӗпрех, лайăххи умра. Тăкаксем сехетсерен ӳсеççӗ, апла ытларах ӗçлесе илесси çинчен шутлама вăхăт. Теветкеллӗ проектсенчен ан хăрăр.

ПУЛĂСЕМ 21.II – 20.III
​ Вăй та, авторитет та шутланине пурнăçлама çитӗ. Анчах вак-тӗвекпе ан чăрманăр, кирлипе ӗçлӗр. Кӗçнерникунхи лару-тăру пур енлӗн пуçтарăнма ыйтӗ. Çак тапхăрта уйрăмах илӗртӳллӗ пулатăр, унчченхи юратуллă хутшăнăва çӗнетме май пулӗ. Урăх çӗрте ӗçлесе илме май тупăнӗ, шанăçа ан вӗçертӗр.​ ​

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев