Ку эрнере хамăра лайăх туятпăр
Çакă пулăшать те шутланине пурнăçлама. Халь пурлăхпа, финанссемпе çыхăннă тавлашусем сиксе тухма пултараççӗ. Çăлтăрсем кун пек чух вӗриленме хушмаççӗ. Вӗсен канашне итлемесен ыйтусем тахçанччен тăсăлӗç.
ТАКА 21.III-20.IV
Ку эрнере хăюллăн умри тӗллев патне çывхармалла. Анчах çывăх çыннăрсене тимлӗх уйăрасси пирки те ан манăр. Таврари çынсен, ӗçтешӗрсен сăмахӗсене шута илсен тавлашусем пулмӗç.
ВĂКĂР 21.IV-20.V
Паян тумалли ӗçе ырана хăварма хушмаççӗ çăлтăрсем. Хӗрарăмсен астаракан вăйăсене хутшăнмалла мар – сывлăхăршăн та, енчӗкӗршӗн те сиенлӗ пулӗ ку. Хăвăрăн принципсенчен пăрăнмасан эрне çитӗнӳсем кӳрет.
ЙӖКӖРЕШСЕМ 21.V-21.VI
Пысăк пӗлтерӗшлӗ ыйтусемпе йышăну тунă чух нимӗнрен те ан шикленӗр. Хӗрарăмсен халиччен тытса пынă йăласене пăхăнса харкам хутшăнусенче тимлӗ пулмалла. Арçынсен темӗнле çивӗч лару-тăрура та лăпкă пулмалла, сăмахăрсем виçеллӗ пулччăр.
РАК 22.VI-22.VII
Пӗр тапхăр пӗччен юлса шухăш-кăмăлăра ăнланма тăрăшăр. Арçынсене харкам пурнăçра ăнăçу кӗтет тата хӗрарăмсем килӗштернине асăрхатăр ӗнтӗ. Хӗрарăмсен халиччен пуçланă ӗçсене вӗçлемелле, кил-тӗрӗшре йӗрке тумалла.
АРĂСЛАН 23.VII-22.VIII
Сире таврари çынсенчен ытларах тимлӗх кирлине туятăр. Çавăнпах ӗçӗрте çӗнӗ идейăсене каласа паратăр, юлташăрсене пухса хăналатăр. Хăвăра чыслăн тытсан, шанчăклă пулнине ӗнентерсен ăнăçу сирӗнпе пулать. Ыттисенчен сӗре нумай ан ыйтăр, чӗрре кӗме кирлӗ мар.
ХӖР 23.VIII-22.IX
Кашни ыйтăва планласа, тӗплӗн шутласа пурнăçласан эрне тухăçлă пулать. Хутшăнусем тапхăр-тапхăр кăткăсланаççӗ, анчах эсир вăхăтра асăрхаса хирӗçӗве пусарма ӗлкӗретӗр. Сывлăхăра ытларах тимлӗр – стресс аптратма пултарать.
ТАРАСА 23.IX-23.X
Çак кунсенче нумай калаçма тӳр килет, обществăлла мероприятисене хутшăнассинчен те пăрăнмастăр. Ӗçпе харкам пурнăçа хутăштармалла мар. Хăвăрăн принципсене çирӗп пăхăнсан та компромисс тупма хатӗр пулăр.
СКОРПИОН 24.X-22.XI
Эсир ку эрнере питӗ хастар, уйрăмах ӗçлӗ ыйтусене татса панă чух. Хăюллă, ăнкаруллă пулни йывăрлăхсене ăнăçлăн çӗнтерме пулăшать. Пулăшу ыйтма ан вăтанăр, çакă сире çынсемпе çывăхрах тăвать.
УХĂÇĂ 23.XI-21.XII
Тавракурăмăра аталантарма, ăс-хакăл шыравне кайма меллӗ вăхăт ку эрне. Ума лартнă тӗллевсене тепӗр хут пăхса тухса кулленхи япаласем çине çӗнӗлле пăхмалла. Çынсемпе хутшăннă чух çепӗçрех пулăр.
ТУ КАЧАКИ 22.XII-20.I
Ку эрнере уйрăмах чăтăмлă пулмалла. Кулленхи ӗçсене халех вӗçлемелле. Уйрăмах финанс ыйтăвӗсене татса панă чух дисциплинăна пăхăнмалла. Çывăх çыннăрсенчен çирӗп ыйтсан та ачаш пулăр.
ШЫВТĂКАН 21.I-19.II
Хавхалануллă кунсем: сирӗн креативлă идейăсем, харкам проектсем карьерăра çитӗнӳ тума пулăшӗç. Ку вăхăта пултарулăхăра туллин кăтартма усă курăр. Юратнă çыннăра кӗвӗçесрен асăрханăр. Пуласлăх çинчен шухăшлама, ăна планлама вăхăт тупмалла.
ПУЛĂСЕМ 20.II-20.III
Хăвăрăн эмоцисене ытларах тимлемелле. Туйăмсенчен тармалла мар, вӗсене йышăнмалла теççӗ çăлтăрсем. Эрне вӗçӗнче сюрпризсем савăнăç кӳрӗç. Творчество пулăшнипе эмоцисене çиеле тухма пулăшсан сире вăй хушăнӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев