Ку эрнере хире-хирӗçле ӗçсем, шухăшсем хуçа пулаççӗ
Пӗрре эсир чăн-чăн идеалист пек тыткалатăр хăвăра, шухăшăрсем те тӳпенех çитнӗ пек, тепре — çӗр çинче çирӗп тăракан прагматик пек хăтланатăр, ӗçӗрсем те çӗр çинчен уйрăлма памаççӗ. Хăш-пӗр зодиак паллишӗн эрне питӗ ырă, теприсемшӗн кӳренмелле усал.
ТАКА 21.III-20.IV
Лăпкăлăх тапхăрӗ малаллах пырать. Эрне варринче хăвăрта вăй-хал хушăннине туятăр, сывлăх лайăх. Планетăсем пурнăçăр çине халь пит витӗм кӳниех сисӗнмест.
ВĂКĂР 21.IV-20.V
Эрне питӗ кăмăллăн иртет. Эсир çаврăнăçуллă, хăвăра лайăх туятăр, «пӗр пусран виç пус» тума ăста. Предпринимательсемшӗн те, тупăш илессипе çыхăннă ытти професси çыннисемшӗн те ăнăçлă эрне.
ЙӖКӖРЕШСЕМ 21.V-21.VI
Çак кунсенче шухăшăрсене пӗр çӗре пухма йывăртарах. Мӗншӗн-тӗр чунăрта лăпкăлăх туймастăр халь. Кăшт айккинчен пырса тӗксенех тимлӗхӗре çухататăр. Хăвăра вăйпитти туйсан та çак кунсенче ӗç тăвасси пулмасть.
РАК 22.VI-22.VII
Сирӗншӗн ку эрне савăнăçлă самантсемпе асра юлать. Ӗçӗ те ăнса пырать, чунри савăнăç та чакмасть. Кăмăла çӗклекен самантсем чăнах та нумай пулаççӗ. Шутланисене пурне те пурнăçлама ӗлкӗретӗр.
АРĂСЛАН 23.VII-22.VIII
Вăхăтлăх йывăрлăхсене чăтса ирттерме тӳр килет. Каппайланма май паракан тӗллевӗрсем пурнăçланайманнишӗн кăмăлăр хуçăлать. Апла пулин те оптимист пулни пуçа усма памасть.
ХӖР 23.VIII-22.IX
Питӗ пуян эрне пурăнса ирттеретӗр. Çывăх вăхăта тунă плансене халех пурнăçлама тытăнăр. Малашлăха планлама ятарласа вăхăт уйăрмалла. Халь сирӗнте иксӗлми хăват, унпа тӗрӗс усă курмалла.
ТАРАСА 23.IX-23.X
Сире çак кунсенче хире-хирӗçле кăмăлсем аптратаççӗ. Пӗр енчен илсен хăвăра шанатăр, эсир оптимист. Тепӗр енчен илсен — депресси, хăвăра вăтанчăк тыткалатăр. Сирӗн ыррине шанса ӗçе пуçăнмалла, вара йăлт аван пулать.
СКОРПИОН 24.X-22.XI
Ăспа туйăм çак эрнере питӗ килӗшӳллӗ пулаççӗ. Шутланине пурне те пурнăçлама ӗлкӗретӗр, эсир халь илемлӗ, шалтан тухакан илӗртӳллӗ хăватăр хăй патне туртать тейӗн çынсене.
УХĂÇĂ 23.XI-21.XII
Чăрмавсем хыççăн-хыççăнах тупăнаççӗ, вак-тӗвек ӗçсем те нумай. Çакна пула вăхăтăра та çухататăр, вăй-хал чакнине те туятăр. Ку эрнере эсир хăйне май тӗрӗслев иртетӗр: философла пăхма пултаратăр-и чăрмавсем çине е çук?
ТУ КАЧАКИ 22.XII-20.I
Питӗ тухăçлă эрне пурăнса ирттеретӗр. Пӗчӗк-пӗчӗк ӗçсем те тӗллевӗр патне çывхарма пулăшаççӗ. Çăлтăрсем сирӗн сывлăх лайăххине эсир илӗртӳллӗ пулнине, харкам пурнăçра çитӗнӳ тăвасса шантараççӗ.
ШЫВТĂКАН 21.I-19.II
Ку эрнере эсир чун тăвăлнине сисетӗр, калăн, хăвăрпа хăвăр кăмăллă мар. Апла пулин те оптимизм, хăвăра ӗненни малашлăха шанчăклăн пăхма пулăшать.
ПУЛĂСЕМ 20.II-20.III
Кăткăс эрне сирӗншӗн. Туйăмăрсем сапаланчăк, кăмăлăр тулман, хăвăрт кӳренетӗр. Хирӗçӳсем, тавлашусем сиксе тухасран асăрханăр. Темиçе планета харăс хирӗçсе каймалла вырнаçса тухнă. Гармоние хăвăрта шырăр.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев