Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Гороскоп

Кулленхи ыйтусене татса панă чух интуицие итлемелле

Эрнен пӗрремӗш çурри лайăх иртет. Харпăр хутшăнусене ытларах тимлӗх уйăрмалла. Çăлтăрсем ку эрнере тӳрӗ кăмăллисене пурнăçра ăнăçассине систереççӗ.

ТАКА 21.III-20.IV 

Эрне ăнăçлă, уйрăмах ӗçре çитӗнӳсем тума май пур. Пуçлăх та сирӗн чи лайăх енсене асăрхать çак кунсенче. Канса вăй пухма вăхăт тупмалла. Харпăр пурнăçра кăмăла уçакан сюрприз пуласса систереççӗ çăлтăрсем.  

ВĂКĂР 21.IV-20.V 

Малашлăха планлама меллӗ вăхăт. Укçа-тенке çирӗп тытăр, çак кунсенче сахалрах тăкакланма тăрăшăр. Çывăх çыннăрсемпе, юлташăрсемпе хутшăннă чух тӳсӗмлӗрех пулăр. Интуици улталамӗ. 

ЙӖКӖРЕШСЕМ 21.V-21.VI 

Шутланисене пурнăçлама шанăç пулать. Пур ыйтăва та татса  пама ăнăçу пулăшӗ. Тахçан пӗлекен çынсемпе хутшăнма, çӗнӗ çынсемпе паллашма лайăх. Харкам пурнăçра кăмăла уçакан кӗтмен тӗлпулусем пулаççӗ. 

РАК 22.VI-22.VII 

Çак эрнере çитӗнӳ тума чунри лăпкăлăх пулăшать. Çынпа хирӗçесрен асăрханăр, тахçан татса памалли ыйтусене çак эрнере вӗçлӗр. Хăвăр таса чунлă, тӳрӗ кăмăллă пулсан хутшăнусем, килӗшӳ  йӗркеленсе пырӗç.

АРĂСЛАН 23.VII-22.VIII 

Çанă тавăрса хӗрӳ ӗçлемелли вăхăт çитрӗ сирӗншӗн. Хăвăра шанни, иксӗлми вăй-хала туйни умри чăрмавсене çăмăллăн çӗнтерме пулăшӗç. Харкам пурнăçри манăçми самантсем ырă асаилӳ пулса нумай çул савăнтарӗç.

ХӖР 23.VIII-22.IX 

Вак-тӗвек пулсан та пурнăçшăн пысăк пӗлтерӗшлӗ ӗçсемпе пуян ку эрне. Тавракурăма анлăлатма, хăвăр тӗллӗн вӗренме меллӗ вăхăт. Хăвăр чăтăмлă, сапăр пулсан хутшăнусенчи ăнланманлăхсем çухалӗç. 

ТАРАСА 23.IX-23.X 

Ку эрнере ӗçре çитӗнӳ, хутшăнусенче килӗшӳ хуçаланӗ. Ӗçлӗ калаçусем ăнăçлă иртеççӗ, хăвăрпа пӗр шухăшлă çынсене тупатăр. Харкам пурнăçра та телейлӗ вăхăт – юратнă çыннăрпа пӗр-пӗрне ăнланатăр, килӗштеретӗр. 

СКОРПИОН 24.X-22.XI 

Ку эрнере малашлăха планламалли, мӗнле-тӗр кăткăс ыйту пирки тӗплӗн шухăшлама лайăх. Ӗçре кӗтмен сӗнӳсем пулӗç, вӗсем карьера пусмипе улăхма май парӗç. Тӳрӗ кăмăллă пулăр.  

УХĂÇĂ 23.XI-21.XII 

Ку эрнере тавракурăмăра ӳстерме те, ӗçре хăвăра кăтартма та шанăç пур. Эсир хастар, оптимист пулни хуть мӗнле йывăрлăха та çӗнтерме май парать. Вак-тӗвеке куçран ан вӗçертӗр, тен, вӗсем çитӗнӳ тума пулăшӗç.

ТУ КАЧАКИ 22.XII-20.I 

Çак кунсем сирӗншӗн чăннипех тухăçлă пулӗç. Нумай вăхăт пурнăçланмалли плансене пуçăнма ăнăçлă вăхăт. Харкам пурнăçра уçă кăмăллă пулни, çывăх çыннăрсене ытларах тимлӗх уйăрни çемьере килӗшӳ çуратӗ. 

ШЫВТĂКАН 21.I-19.II 

Эрне тӗрлӗ пулăмсемпе пуян, хăвăрт иртсе каять. Хавхалану, пуçарулăх туятăр хăвăрта. Таврари çынсемпе пӗр чӗлхе тупма, çӗнӗ проектсем хута яма меллӗ вăхăт халь. Хутшăнусенче йăлт лайăх. 

ПУЛĂСЕМ 20.II-20.III 

Чунра лăпкă, кăмăл ырă халь сирӗн. Çак кунсенче пӗччен юлса пулни-иртнине аса илни, йывăр ыйтусене татса пама тăрăшни сирӗншӗн халь чи кирли. Йышăну тунă чух шалти сасса итлесен йăнăш тумăр.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: гороскоп