Кунсем пӗр майлăн хăй еккипе пыраççӗ тееймӗн
Эрнелӗх гороскоп 30.01 – 05.02
ТАКА 21.III-20.IV
Кунсем пӗр майлăн хăй еккипе пыраççӗ тееймӗн. Сирӗншӗн юлташăрсемпе çыхăннă хутшăнусем пӗлтерӗшлӗ пулӗç – кампа-тăр сывпуллашма тивнине туятăр çак кунсенче. Ку тапхăрти плансене ӗçе кӗртессине урăх вăхăта куçарма тӳр килет. Канмалли кунсенче çӗнӗ çынсемпе паллашатăр.
ВĂКĂР 21.IV-20.V
Мăшăрăрпа хутшăнусем пăсăласси куçкӗрет. Юратнă çыннăр сирӗнпе сиввӗн калаçнине, сӗнӗвӗрсене йышăнманнине куллен асăрхатăр. Çивӗч ыйтусене сӳтсе явма кирлӗ мар мăшăрăрпа. Юбилейсене, туйсене чӗнсен ан кайăр. Çаплах пысăк пӗлтерӗшлӗ контрактсем çине алă пусма та ăнăçлă вăхăт мар.
ЙӖКӖРЕШСЕМ 21.V-21.VI
Сывлăхăра пысăк тимлӗх уйăрăр. Хăвăра вăйсăртарах туятăр, иммунитет хавшани сисӗнет халь. Çак эрнере сирӗн çине темӗн чухлӗ ӗç «йăтăнса» анать, пурне те пурнăçласа ӗлкӗрме вăхăт та çитмӗ, хавалӗ те юлмӗ. Килти чӗрчун туянма меллӗ вăхăт мар халь.
РАК 22.VI-22.VII
Юратакансемшӗн ку эрне тӗрӗслев пек иртет. Савнă çыннăр сивӗннӗ пек туйăнӗ, çакă сăлтавсăрах кӗвӗçтерет. Çемьере килӗшӳ упрас тетӗр-тӗк, мăшăрăрпа кăра ан пулăр, хăвăр ирӗкӗре вăйпа ан пăхăнтарăр. Уйрăмах савăшура çепӗçрех пулмалла. Канмалли кунсенче клубсене тухма хушмаççӗ çăлтăрсем.
АРĂСЛАН 23.VII-22.VIII
Харкам пурнăçри лару-тăрăва ансат тееймӗн. Ашшӗ-амăшӗпе пурăнакан çамрăк çемьесене уйрăмах пырса тивеççӗ çак сăмахсем. Лăпкăнрах пулăр çак кунсенче, аçăр-аннӗре ăнланма тăрăшăр, хӗрсе кайса хăвăрăн сăмахăрсем çине тăни тӗрӗсе килмӗ.
ХӖР 23.VIII-22.IX
Сывлăха профилактика тăвассипе процедурăсем ирттермеллех çак эрнере. Халь сирӗн ӳпке хавшакрах, кăшт ӳслӗк «çаклансан» та хытах чирлесе каяс хăрушлăх пур. Пӗлӗшсенчен кампа-тăр урлă пулатăр, çакă самай кăмăлăра хуçать. Çӗнӗ çынсемпе паллашма тăхтамалла.
ТАРАСА 23.IX-23.X
Мăшăрăрпа хутшăнусем япăхма пултараççӗ. Сăлтавӗсенчен пӗри – эсир хыткукартарах пулни, юратнă çыннăра парнесем тума укçа шеллени. Финанс ыйтăвне çак эрнере çемйӗрте ан çӗклӗр, ахаль те черчен хутшăнусене сиен кӳрӗ кăна ку.
СКОРПИОН 24.X-22.XI
Çемйӗр умӗнче хăвăрăн шухăшăрсенчен ан пăрăнăр. Тен, вӗсене çывăх çыннăрсем ырламӗç те, ан хурланăр. Ытла кутăн ан пулăр, çын мӗн каланине тимлӗн итлӗр. Çемьере мир пултăр тесен хуть мӗнле хивре ыйтупа та килӗшӳ тупма пулать. Канмаллисенче çемьере гармони хуçаланать.
УХĂÇĂ 23.XI-21.XII
Çак кунсенче илтекен элексем самай кăмăлăра пăсӗç. Ку тапхăрта никампа та чуна уçса калаçмалла мар, ăнсăртран тӗл пулнă палламан çынсемпе те. Тӗнче пысăк мар, сирӗн сăмахăрсем çын-çын урлă хăвăр патăрах çитӗç. Канмалли кунсенче лару-тăру лайăхланать.
ТУ КАЧАКИ 22.XII-20.I
Пултарулăхăра, вăй-халăра тӗрӗс виçсе палăртăр. Енчен те умăра пурнăçлама çук пысăк тӗллевсем лартнăччӗ-тӗк, çак кунсенче вӗсен калăпăшне чакарма тивет. Пӗлӗшӗрсемпе, юлташăрсемпе хутшăнусем савăнтармаççӗ. Çак кунсенче тусăрсене укçа кивçен памалла мар, хăвăр та парăма ан кӗрӗр.
ШЫВТĂКАН 21.I-19.II
Çак эрнери ăнăçман самантсем хăвăра шанманнипе çыхăннă. Кун пек чух «куç хăрать те алă тăвать» тенине аса илмелле. Ӗçри кăткăс самантсем, пуçлăхпа пӗр чӗлхе тупайманни çак кунсенче кăмăлăра пăсаççӗ, салхулантараççӗ.
ПУЛĂСЕМ 20.II-20.III
Çак кунсенче хăвăрăн таса ятăра упраса хăварассишӗн тăрăшма тивет. Илтнӗ сăмаха ӗненме ан васкăр, улталама пултараççӗ. Хуть мӗн пирки калаçса татăлсан та хут çине çырса çирӗплетме ан ӳркенӗр. Инçе çула тухсан ăнсăртран калаçса кайнă çынна чунăра уçса пама кирлӗ мар.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев