Мӗн килет те, мӗн пулать
Эрнелӗх гороскоп 02.12 – 08.12
ТАКА 21.III – 20.IV
Ку эрнере кăмăла кайман çын килсе кайма пултарать. Е парăм çинчен аса илтерӗç. Ыррисӗр те мар: ӗçре лайăх улшăнусем, интереслӗ тӗлпулусем пулӗç, кирлӗ япалана туянатăр е парне илетӗр. Предпринимательсен тупăш ӳстерме май пулӗ. Ачасемпе çамрăксен юлташсем хыççăн кайса начаррине вӗренмелле мар.
ВĂКĂР 21.IV – 20.V
Канлӗх çинчен манма тивӗ. Юлашки уйăхсенче тытăннă ӗçсене хăвăрт вӗçлеме тăрăшăр. Килте те, ӗçре те – аврал. Юлташсенчен, тăвансенчен пулăшу ыйтма ан вăтанăр. Эрне вӗçӗнче чаплă уява чӗнме пултараççӗ. Парне илме тăкакланма тивӗ. Пӗчченнисен шăпаллă тӗлпулу пулӗ.
ЙӖКӖРЕШСЕМ 21.V – 21.VI
Темех кӗтмелли çук ку эрнере. Килпе ӗçри проблемăсене пуçӗпех кӗрсе каятăр. Эрне вӗçӗнче тин сывлăш çавăрса яратăр. Массажа çӳрени сывлăхшăн усăллă пулӗ. Юлташăрпа тавлашма пултаратăр. Çилленнипе çыхăну татăлас патнех çитӗ. Юратура кăна савăнăç тупатăр.
РАК 22.VI – 22.VII
Ку эрнере усăллă паллашусем пулӗç. Бизнесра е карьерăра пулăшакан çын тупăнӗ. Килтисемпе кăшт хирӗçме пултаратăр. тăванăрсемпе юлташăрсене итлеттерме тăрăшса условисем ан лартăр, кӗвӗçсе ан тарăхтарăр. Ваттисен çамрăксен интересӗсене тимлӗх уйăрмалла.
АРĂСЛАН 23.VII – 23.VIII
Çутçанталăк панă харизмăпа усă курма тăрăшăр, ӗçлӗ калаçусенче, кăткăс клиентсемпе хутшăннă чух усă курăр. Тин çеç юрату тупнисен савние пуян тавракурăмпа тӗлӗнтерме тăрăшмалла. Урăх çӗре пурăнма куçма, ӗç вырăнне улăштарма тăхтамалла.
ХӖР 24.VIII – 23. IX
Ку эрнере кӗтмен сюрприз савăнтарӗ. Ăна мăшăр е пулас савни тума пултарать. Ӗлӗкрех калаçман çынсем тимлӗх уйăрма пултарӗç. Хаклă япала туянас тесен, суту-илӳ центрӗсен сӗнӗвӗсене лайăх тӗпчемелле. Канмаллисенче ӗлӗкхи юлташăрпа тӗл пулас шанăç пур. Юратман пуçлăх ӗçрен кайма пултарать.
ТАРАСА 24.IX – 23.X
Çак тапхăрта вăй-хал чакнине туятăр. Ку чир пуçланассине систерме пултарать. Ӗçри авралтан хăтăлма пулмӗ. Пуçлăхсем чăркăшма тытăнӗç. Килти лару-тăру лăпкă та тӳлек. Канмаллисенче ырă хăнасем ыр хыпарпа килме пултараççӗ.
СКОРПИОН 24.X – 22.XI
Влаçри çынсемпе юрас тесе калаçмалла мар, харпăр тивӗçлӗхе ан çухатăр. Юратура лайăх улшăнусем кӗтӗр. Качча каяс е авланас текенсене савнийӗ тинех килӗшнине пӗлтерӗ. Нумайранпа пӗрле пурăнакансен мăшăрне хаклă парне тăвасси çинчен шутламалла.
УХĂÇĂ 23.XI – 21.XII
Ку эрнере аванах мар пулăмăн свидетелӗ пулма пултаратăр. Кам-тăр сирӗн умăрта тӗрӗс мар хăтланӗ, эсир хушша-хуппа кӗме шутлатăр. Хăш-пӗри обществăлла ӗçе хутшăнӗ. Романтика, килти ӗçсем, сывлăх – иккӗмӗш вырăнта пулӗç. Эрех-сăрапа тирпейлӗ пулăр.
ТУ КАЧАКИ 22.XII – 20.I
Килте мӗн-тӗр улăштарас килӗ. Хăшӗ юсав ӗçӗсем пуçлӗ, тепри мăшăрӗпе чуна уçса калаçма вăхăт çитнине туйӗ. Хăвăра сапăр тытсан темле кăткăс калаçусен те кăтартăвӗ лайăх пулӗ. Канмаллисем хӗвӗшӳллӗ пулӗç, инçетри тăвансем килме пултараççӗ.
ШЫВТĂКАН 21.I – 20.II
Ку эрнере сире мӗнпе-тӗр илӗртме йывăр пулӗ. Тӗллев те пӗртен-пӗрре çеç, ăна пурнăçлама хушма инвестици тата вăхăт кирлӗ пулӗ. Çывăх çыннăн сӳрӗклӗхӗнчен ан тӗлӗнӗр, ку вăхăтлăха çеç. Интереслӗ хобби тупăр, кӗнеке вуласа пӗлӗвӗре ӳстерӗр. 40-рен каçнисемшӗн пурнăç çинчен шухăшсене пăхса тухни усăллă пулӗ.
ПУЛĂСЕМ 21.II – 20.III
Яваплă тӗлпулусемпе, тӗрӗслевсемпе, отчетсемпе тата кӗске çулçӳревсемпе иртӗ ку эрне. Декретра ларакансен е пенсирисен сывлăх пирки шутламалла, сиенлӗ хăнăхусенчен хăтăлмалла, апат рационне пуянлатмалла. Ачăрсемпе аçăр-аннӗр пурнăçӗпе ытларах интересленӗр. Пӗчченнисен гардероба улăштарасси çинчен шутламалла.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев