Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Гороскоп

Мӗн кӗтет пире февралӗн 3 – 9-мӗшӗсенче?

Ку эрне те Шывтăкан паллипе иртет-ха. Çăлтăрсем хăюллă пулма, пур ӗçре те пуçарулăх кăтартма сӗнеççӗ.

Така 21.III – 20.IV

Ку эрнере интереслӗ лару-тăрусем йышлă пуласси палăрать. Васкавлă ӗçсене хăвăрт тăватăр, пуçлăхсем çакна асăрхӗç. Финанс лару-тăрăвӗ эрнипех савăнтарӗ, çапах олигарх костюмне тăхăнма ан васкăр, укçа шута юратать. Пӗлтерӗшлӗ ӗçлӗ тӗлпулусем нумай, усăллă çыхăнусем, киввисем те çӗннисем те, кирлӗ пулӗç. Юрату фронтӗнче туйăмсем пусăрăнаççӗ, хыçран чупакансем тарăхтарма пăрахӗç.    

ВĂКĂР 21.IV – 20.V

Плансене пурнăçлас тесен ăнăçу, кăштах чăтăмлăх кирлӗ пулӗ. Майлă самантсем нумай, çывăрса ан юлăр. Пуçлăх нумай хушу парса тултарсан та ӗçтешсем пулăшма хатӗр пулӗç. Канмаллисем мероприятисемпе пуян пулӗç, чăматанăрсене халех пуçтарма тытăнăр. Юратура çепӗç комплиментсем айне пулатăр, романтикăлла тӗлпулусене кайма хатӗрленӗр.      

ЙӖКӖРЕШсем 21.V – 21.VI

Пӗрремӗшӗнчен, чăтăмлă пулма, иккӗмӗшӗнчен, тарăхуран хăтăлма вӗренӗр. Ӗçсем асамлă майпа пурнăçланаççӗ, çынсемпе хутшăнусем ырă кăмăллă пулнипе савăнтарӗç. Финанс лару-тăрăвӗ çирӗп, сюрприз кӗтӗр. Сделкăсем ăнаççӗ, хушма тупăш тума май пулӗ. Килтисем сире хупса хума та хатӗр, вӗсене тимлӗх кирлӗ. Савнисем те çине тăрса тӗлпулу шырӗç.

Рак 22.VI – 22.VII

Кутăнланса Фортунăна хăвăртан ан пистерӗр. Ӗçре пуçлăхран та ирттеретӗр, анчах канма та вăхăт тупăр. Хăш-пӗри политикăпа интересленме тытăнӗ, мӗнех, сиртен лайăх депутат е мэр тухма пултарать. Юрату фронтӗнче хӗрӳ, приказсем кăларма вăхăт юлмӗ. Килти ӗçсем яланхи еккипе пырӗç. 

АрĂСЛан 23.VII – 23.VIII

Эсир лăпкă лару-тăрура ӗçлеме кăмăлланине çăлтăрсем те пӗлеççӗ, пуçлăх та хăй кабинетне сӗнме пултарать. Карьерăпа ӳсме майсем пулӗç. Укçа-тенкӗ енчен çитменлӗх туймастăр. Юратура такама та илӗртме пултаратăр. Сире савакансем кӗрхи çулçă евӗр умăра «тăкăнӗç».   

ХӖр 24.VIII – 23. IX

Ку эрнере хăвăр тавра мӗн пулса иртнине лайăх тимлӗр. Ӗçсӗр юлмастăрах: кирлӗ сделкăсем, контрактсем йăлт сирӗн çинче. Тăрăшсан харпăр ӗç пуçарса яраятăр. Тӗлӗнмелле çынпа тӗл пуласси курăнать, ăна юратса пăрахма пултаратăр. Канмаллисенче тăвансемпе савнисем сирӗн тимлӗхшӗн кӗрешнӗ пек туйăнӗ.

ТАраса 24.IX – 23.X

Эсир яваплă та вăхăтлă çын, анчах ыттисенчен те çавна ан ыйтăр. Пуçра чаплă идейăсем хӗвӗшӗç, эрнене те çитӗ. Ывăниччен ан ӗçлӗр, çемье пуррине аса илӗр. Тустарса ӗлкӗреймесен мӗне кирлӗ укçа? Çăлтăрсем ку канмаллисенче сире лавккасем тăрăх çӳреме, гардероба улăштарма сӗнеççӗ. Юратнă çынна ку килӗшӗ.

Скорпион 24.X – 22.XI

Çăлтăрсем те, пуçлăх та, ӗçтешсемпе юлташсем те сире мухтӗç. Алăра ӗç вӗрет, отчетсем хăйсемпе хăйсем çырăнаççӗ тейӗн. Ăнăçлă контрактсем иккӗ-виççӗ таранах пулма пултараççӗ. Конкурентсем ыйхă çухатас хăрушлăх пур. Килти ӗçсене те вăхăтлă тăватăр, çав шутра тăвансем чееленсе кил-çурта тирпейлеме сирӗн çине хăварнине те. Юратура тӳлек çанталăк.  

УхĂÇĂ 23.XI – 21.XII

Ку эрнере малашнехи пурнăçа витӗм кӳрекен йышăнусем тăватăр. Шалти сисӗме итлӗр, юлташсенчен пулăшу ыйтăр – вара йăлт ăнса пырӗ. Хăш-пӗрин тупăш палăрмаллах ӳсӗ, паллах, ӗçлемесӗр мар. Пуçлăх сӗнӗвӗсенчен ан пăрăнăр, хушма ӗç шырăр. Лотерейăра выляса илме шанăç пур. Юратура вӗри, хыççăн чупакансем тарăхтарса çитерӗç. Тарăр, кирлӗ çын тӗнче хӗрринче те тупӗ.

Ту ка­чаки 22.XII – 20.I

Хаваслă приключенисем, тӗлӗнмеле лару-тăрусем кӗтеççӗ. Профессире харпăр пултарулăха туллин кăтартма май пулӗ. Кирлӗ çынсене шухăшăрсене пӗлтерме ан вăтанăр, часах сирӗн çинчен пурте илтӗç. Савнă çын тунсăхлать, килтисем кунӗпе курманнипе уласа йӗме хатӗр. Канмаллисене çемьепе ирттерӗр. 

ШЫВТĂКАН 21.I – 20.II

Ку эрнере ăнăçу тинех сирӗн енне çаврăнать. Хăш-пӗри витӗмлӗ çынпа туслашма пултарӗ, ку ӗç укçине ӳстерме те пулăшӗ. Ӗçри хутшăнусем лайăхланаççӗ. Ӗçтешсем хушшинче сире юратса пăрахакан пулма пултарать. Канмаллисенче çемье уявне йӗркелесси çинчен шутлăр. 

ПулĂсем 21.II – 20.III

Эрне интереслӗ, пулăмсенчен пуян пулӗ. Сирӗнсӗр пӗр ӗç те пулмасть, контрактсем çырăнмаççӗ. Пуçлăхăрăн юлташӗсем сирӗнпе паллашасшăн, ӗçлӗ партнерсем çывăрнă чух та сире аса илеççӗ. Ăнăçу хăвармӗ. Лотерея билетне илме сӗнеççӗ çăлтăрсем. Юратура та кӗтмен сюрпризсем пулаççӗ. Харпăр илӗртӳлӗхпе нумай çынна тыткăнлатăр.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев