Мӗн кӗтет-ши пире ку эрнере?
Планетăсем уçлăхра вырнаçса тухнине пăхсан ку эрнере пирӗн пурин те çитӗнӳ пулать, карьера пусмипе çӗкленӗпӗр. Çак кунсенче пултарулӑхӑмăр çӗнӗлле уçӑлӗ, таврари çынсемпе пӗр-пӗрне ӑнланасси ӳсӗ.
ТАКА 21.III – 20.IV
Çак эрне ырӑ та кӑмӑллӑ пулӑмпа асра юлӗ. Çывăх вӑхӑтра тӗллевӗре палӑртмалла, интуицие ытларах шанмалла. Юратнă çынсемпе хутшӑнусенче çемçе кăмăллă, тимлӗ пулăр. Хăвăра кăнттамрах тыткаласан хирӗçӳ сиксе тухӗ.
ВĂКĂР 21.IV – 20.V
Çӗнӗ проектсене пуçăнма меллӗ вăхăт. Юлташсемпе тата çемьепе хутшӑнни ырӑ туйӑм кӳрӗ. Хӗрарӑмсен ку эрнере паллашнă çынпа романтикăллă хутшăнусем пуçланӗç. Арçынсен харкам пурнӑçра улшӑну пулма пултарать.
ЙӖКӖРЕШСЕМ 21.V – 21.VI
Ку эрнере укçа-тенкӗ тупма май пулать. Çӑлтӑрсем куçман пурлӑха е автомобиль отрасльне инвестици хывакансемшӗн тухăçлă эрне пуласса систереççӗ. Çывӑх çынсене пулӑшма ан ӳркенӗр, çакă хутшӑнусене лайӑхлатӗ.
РАК 22.VI – 22.VII
Эрнен пӗрремӗш çурринче сапӑр, çепӗç пулмалла. Унсӑрӑн планăрсене пурнӑçлама чӑрмантаракан тӑшман тупăнӗ. Пăсăлнă апат-çимӗç çиесрен асăрханăр, вар-хырăм аптратӗ. Эрнен иккӗмӗш çурринче юлташсемпе тӗл пулни савӑнтарӗ.
АРĂСЛАН 23.VII – 22.VIII
Ку эрнере сирӗнпе мӗн кăна пулса иртмест? Кӗтмен çӗртен çулçӳреве тухатăр, халиччен пулман çӗрсенче çӗнӗ çынсемпе паллашатăр, ӗçлӗ сӗнӳсем йышлă илетӗр. Çăлтăрсем шикленме, нумай иккӗленме хушмаççӗ – пурне те йышăнăр, сире усӑ çеç пулӗ.
ХӖР 23.VIII – 22.IX
Пурнăçăра çӗнӗлӗхсем кӗреççӗ: инвестици хывасси, вӑй-хал енчен хастарри лайӑх. Ку эрнере укçа тӑкаклама хăрамалла мар, финанс лару-тăрăвӗ улшăнмӗ. Кӗçнерникунтан йогăпа, спорт уттипе е чупассипе аппаланӑр.
ТАРАСА 23.IX – 23.X
Çывăх çыннăрсене тимлӗх уйăрни, пăхни çемьери хутшăнусене çепӗçрех тăвать. Арçынсем çак кунсенче автомобиль туянса питӗ тӗрӗс тăваççӗ. Хӗрарăмсем ӗçлӗ калаçусене ăнăçлă вӗçлеççӗ.
СКОРПИОН 24.X – 22.XI
Ку эрнере эсир темӗнле кӑткӑс лару-тӑруран та çӑмӑллӑнах тухатăр, юратнӑ çыннăрпа пӗр-пӗрне ӑнланни сире тата ăнăçлăрах тăвать. Эрнен иккӗмӗш çурринче ӗçлӗ çулçӳревсем тухăçлă пулӗç.
УХĂÇĂ 23.XI – 21.XII
Канăва мӗнле ирттересси çине эсир пӗр майлă, çемье тепӗр майлă пăхнине ăнланса илетӗр. Çак эрнере сасартăк тăкакланма тивет, çакăншăн çывăх çыннăрсем самай ӳпкелӗç. Анчах вӗсене итлесе хăвăра ан хурлăр.
ТУ КАЧАКИ 22.XII – 20.I
Ку эрнере романтикӑлла хутшӑнусенче тимлӗх, асăрханулăх кирлӗ. Енчен те савнă çыннăра япăх пӗлетӗр-тӗк, пӗтӗмпех шанма ан васкӑр. Тен, вăл хăйшӗн çеç тăрăшакан йӗркесӗрскер, кулянтарӗ кӑна.
ШЫВТĂКАН 21.I – 19.II
Эрнен пӗрремӗш çурри тӗрлӗ пулӑмсемпе пуян, пӗр-пӗрне ăнланманни те пулать, анчах ку вăхăтлăха çеç. Хӑвӑр мӗн калассине, шантарнине хытă тимлесен лару-тăру çивӗчленмӗ, эмоцисене те сăнасах тăрăр.
ПУЛĂСЕМ 20.II – 20.III
Ку эрнере çăлтăрсем таврари çынсемпе хирӗçӳ тухассине систереççӗ. Анчах ку виртуаллӑ тӗнчене кăмăллакансене пырса тивет. Çывӑх çыннисен сӗнӗвӗсемпе туйӑмӗсене шута илекенсен йăлт йӗркеллӗ пулмалла. Партнерсемпе е ӗçтешсемпе ирттерекен пӗрлехи ӗçсем пысăк тупӑш кӳрӗç. Ыркӑмӑллӑх ӗçӗсене хутшăнмалла.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев