Пӗрер сехет ытларах çывăрни усăллă
Вăйран кайса ӗçлесен шала кайнă чирсем вăранаççӗ, пит ывăннипе ыйхă çухататăр. Массаж сеансӗ иртни аван. Ку эрнере пӗрер сехет ытларах çывăрни усăллă.
ТАКА 21.III-20.IV
Ытла хăюлланни хăвăршăн сиенлӗ пулнине курса тăрсах теветкелленетӗр. Куншăн сире айăплаймăн — çăлтăрсем çапла вырнаçса тухнă. Çулçӳревре, оборудованипе ӗçленӗ чух асăрхануллă пулăр. Астаракан вăйăсене ан хутшăнăр.
ВĂКĂР 21.IV-20.V
Вӗренекенсемшӗн эрнене ăнăçлă тееймӗн. Канас килнипе пӗрлех ӗçре ерçӳ тупайманни пӗлӳ патне туртăнма памасть. Тӗн фаначӗсемпе хутшăнма хушмаççӗ çăлтăрсем. Халь эсир çын сăмахӗ хыççăн кайма хатӗр. Çакăнпа ултавçăсем усă курас тейӗç.
ЙӖКӖРЕШСЕМ 21.V-21.VI
Шутланине пурнăçлама кăткăссине ăнланса илетӗр. Çăлтăрсем сире тавлашăва кӗме хушмаççӗ. Мӗншӗн тесен кăшт хирӗç каласан та пуçлăхсем сире шанми пулаççӗ. Хăвăр çине явап илсе хăюлăх кăтартма пултаратăр, анчах çакăнпа ыттисене кӳрентермелле мар.
РАК 22.VI-22.VII
Шутланисене пурнăçлама чăрмав кăларса тăратаççӗ çак кунсенчи планетăсем. Юлташăрсенчен пулăшу кӗтсе илесси пулмасть, анчах хăвăрпа пӗр шухăшлă çынсене тӗл пулас шанăç пысăк.
АРĂСЛАН 23.VII-22.VIII
Иккӗленӳллӗ шухăшсемпе эрнипех лăпланаймастăр. Хăвăрпа пулса иртекен ӗçсен йӗрри-паллине тупма хăтланнине çăлтăрсем ырлаççӗ. Эрне тăршшӗпех хăвăра виçеллӗ тытма тăрăшмалла — сасартăках енчен енне куçмалла мар.
ХӖР 23.VIII-22.IX
Çак кунсенче кăшт лăпкăрах пулмалла, çынна питлесрен асăрханмалла. Çын çинчен шутламасăр хăвăршăн çеç тăрăшнине хăвăрт асăрхаççӗ. Çынпа хирӗçесси, аманасси ӳсет. Тусăрсем çакăн пек лару-тăрура пулăшма хатӗр сире.
ТАРАСА 23.IX-23.X
Финанс ыйтăвӗсене татса панă чух йывăрлăхсем сиксе тухаççӗ. Халь интуици ытти чухнехинчен çивӗчреххине пӗлтереççӗ çăлтăрсем. Çак эрне канакансемшӗн ăнăçлă — шăп вăйсăрланнисене вăй-хăват хушăнать.
СКОРПИОН 24.X-22.XI
Çак кунсенче халичченхи пек мар йывăр сире çынсемпе хутшăнма. Сăлтав çук çӗртенех сире тиркесе айăпа кӗртнӗн туйăнать. Çавăнпа хӳтӗленме тытăнса хирӗçсех каясси те пулать. Çул çинче асăрханулăх кирлӗ.
УХĂÇĂ 23.XI-21.XII
Çемйӗрте ыйту çӗклеме тăхтасан аванрах, мӗншӗн тесен халь пӗчӗк ыйтăвах вăрçăнтарса яма пултарать. Тăванăрсене харкам ыйтусене татса панă çӗре ан хутшăнтарăр, вӗсен умӗнче ӗç пирки те ан калаçăр.
ТУ КАЧАКИ 22.XII-20.I
Çак кунсенче асăрханулăха мансах теветкелленмелли ӗçсене хутшăнатăр. Астаракан вăйăсем халь ума йывăрлăхсем кăларса тăратма пултараççӗ. Çӗнӗ романтикăллă хутшăнусене кӗме хушмаççӗ çăлтăрсем.
ШЫВТĂКАН 21.I-19.II
Эрнипех ӗçре лару-тăру лăпкă мар. Сирӗн ӗç хушăнать, кăткăсланать. Шăнса чирлесрен асăрханăр. Çемьери, кил-тӗрӗшри ыйтусене татса пама меллӗ вăхăт.
ПУЛĂСЕМ 20.II-20.III
Харкам хутшăнусем кăткăсланаççӗ. Çын кăмăлне пăхмасăр, хăвăра кирлӗ пек тăватăр пӗтӗм ӗçе. Тăванăрсем пурăнма вӗрентни тарăхтарать, çакна пула хирӗçсе те кайăр. Эрнене кăшт савăнăçлăрах тума хутшăнусене романтика хушмалла.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев