Пӗтӗмӗшле илсен, эрне лайăх иртет
Творчество профессиллисен те, харкам пурнăçа йӗркелекенсен те, канурисен те кăмăлӗсем тулӗç. Çав вăхăтрах шутлав ӗçӗсемпе çыхăннисен питӗ тимлӗ пулмалла — йăнăшас хăрушлăх пысăк.
ТАКА 21.III-20.IV
Романтикăпа çыхăннă плансем пурнăçланасси пит теветкеллӗ. Анчах кун пирки кулянмалла мар. Кулленхи ӗçсене тăрăшса вӗçне çитерме никам та чăрмантармӗ сире — кунта ӳкӗнмелли те, ӳпкелешмелли те пулмӗ.
ВĂКĂР 21.IV-20.V
Ку эрнере усламçăсем кăткăс суйлав умӗнче тăраççӗ: çемье е бизнес. Финанс тăнăçлăхӗ хăвăра лăпкăн, шанчăклăн туйма пулăшать, вăлах йывăр лару-тăруран ăнăçлăн тухма май парать.
ЙӖКӖРЕШСЕМ 21.V-21.VI
Сирӗнтен чылайăшӗ ку эрнере хăйне ытти чухнехинчен ытларах шанать, анчах ку хăвăра улталани ан пултăр. Опытлă çынсем мӗн каланине тимлемелли çинчен аса илтереççӗ çăлтăрсем. Ахальлӗн тăтăш йăнăшатăр, канмалли кунсем çывхарнă тӗле хӗрӳлӗх ӳсет.
РАК 22.VI-22.VII
Кунран кун сирӗн пӗччен юлса шăп ларас килет, чуна çывăх хаклă çынсемпе те пулас килмест. Çакăн сăлтавне хăвăр та пӗлместӗр. Çӗнӗ проектсене пуçăнмалла мар, ăмсанакансем, курайманнипе ура хуракансем нумай.
АРĂСЛАН 23.VII-22.VIII
Пурнăçăр хӗрӳленет, юлташăрсемпе тăтăшрах тӗл пулас килет тата коллектив ӗçне те хастар хутшăнасшăн. Харкам пурнăçра, творчествăра ку тапхăр питӗ пулăхлă. Анчах ултавçăсен тӗлне лекес хăрушлăх та пысăк, тимлӗрех пулăр.
ХӖР 23.VIII-22.IX
Ку эрнере эсир ӗçре хастар, анчах тухăç илесси хăвăрт пулмасть. Кун пирки пăшăрханма кирлӗ мар, маларах тунă планран пăрăнмасăр шутланине пурнăçлăр. Сывлăхăра ытларах тимлӗр, оптимизма ан çухатăр.
ТАРАСА 23.IX-23.X
Туйăмсем çӗкленӳллӗ, хавхалануллă. Хăвăрта вăй-хал тапса тăнине туятăр, анчах ырă ӗç тунă çӗре яма пӗлместӗр ăна. Халь сире çине тăма хушмаççӗ çăлтăрсем — хирӗçсе, вăрçăнса пӗтес хăрушлăх пур.
СКОРПИОН 24.X-22.XI
Эрне пуçламăшӗнче улталанма пултаратăр е элеклесе хирӗçтерсе ярӗç сире. Çавăнпа асăрхануллăрах пулмалла, анчах хăраса ӳкме кирлӗ мар. Ку эрнере çӗнӗ проектсене пуçăнмалла мар. Спортпа аппаланăр, диета тытни усăллă.
УХĂÇĂ 23.XI-21.XII
Пӗр вырăнта тăраймастăр ку эрнере — шав васкамалла, чупмалла. Сирӗнте вăй-хăват иксӗлми, анчах асăрханулăх çинчен асра тытăр. Пуçарулăхăра аталанма парас мар текенсем тупăнӗç, çирӗп йышăнăвăрсене ним вырăнне хуманнисем те пулӗç. Анчах хăвăрăн опытпа май килнӗ чух усă курса юлма пултаратăр.
ТУ КАЧАКИ 22.XII-20.I
Эрне пуçламăшӗ чи кăткăс вăхăт. Парăмсем, вӗçлеймен ӗçсем, калăн, алă-урана тăллаççӗ. Хăвăр сисмесӗрех мӗнле-тӗр тавлашăва хутшăнтараççӗ сире. Çӗнӗ хутшăнусем пуçламалла мар.
ШЫВТĂКАН 21.I-19.II
Çаврăнса ӳпӗнмелле улшăнусем пуласса систереççӗ çăлтăрсем. Ку эрнере пулса иртекен ӗçсем, тӗл пулакан çынсем шухăшăрсене тӗпрен улăштарӗç.
ПУЛĂСЕМ 20.II-20.III
Çӗнӗ хутшăнусемпе, тахçанхи пӗлӗшӗрсемпе çӗнелнӗ çыхăнусем пурнăçăра хăвăрт улăштараççӗ. Ку тапхăр сирӗншӗн питӗ интереслӗ пулать, улшăнусем пурнăçăра кăсăкрах тăваççӗ. Финанс сферинче те, бизнесра та çӗнӗлӗхсем кӳреççӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев