Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Гороскоп

Пулăсемшӗн илем салонӗсене çӳреме, стилист, визажист патне кӗрсе тухма питӗ ăнăçлă вăхăт

Эрнелӗх гороскоп 06.03 – 12.03

ТАКА 21.III-20.IV

Шутланисенчен чылайăшне пурнăçлама май килет çак кунсенче. Халь паллашнă çын сире вăрттăн пулăшма тытăнӗ. Харкам пурнăçăр çинчен пурне те каласа памалла мар. Ăс-хакăла аталантарма ăнăçлă вăхăт. Детективлă романсем, эзотерика литературине вулама кăмăл пулӗ. 

ВĂКĂР 21.IV-20.V 

Мăшăрăрпа хутшăнусем тăнăç. Енчен те халиччен ӗçтешӗрсемпе хутшăнусем тăкăсрахчӗ-тӗк, халӗ сирӗн хăш-пӗр саманта уçăмлатма вăхăт çитни куçкӗрет. Юлташăрсен сăмахне итлени лару-тăрăва лайăхлатать. Ӳлӗм тăвас ӗçсен планне çак эрнере йӗркелени питӗ тӗрӗс. 

ЙӖКӖРЕШСЕМ 21.V-21.VI 

Çак эрнере эсир питӗ хастар. Çитӗнӗвӗн тупсăмӗ – тӗллеве тӗплӗн шухăшласа тӗрӗс палăртни. Енчен те умра кăткăс ыйту тăрать-тӗк, ăна пӗчӗк-пӗчӗк ыйтусем çине таткаласа тапхăр-тапхăр татса памалла. Ӗçре, кил-çуртра йӗрке тума меллӗ вăхăт. 

РАК 22.VI-22.VII

Çемьеллисем çак кунсенче мăшăрӗпе хутшăнусене лайăхлатӗç. Çак эрнере çемьепе çула тухни ырăпа асра юлӗ. Тапхăр вӗçленичченех тӳр кăмăллă пулăр, закона пăсса ятăра ярасран асăрханăр. 

АРĂСЛАН 23.VII-22.VIII

Сывлăхăра ытларах тимлӗх уйăрмалла. Профилактика мерисем йышăнмалла, çан-çурăма пиçӗхтермелле. Çак эрнере çӗнӗ хăнăхусене йăлана кӗртме ансат, çаплах сиенлисенчен хăтăлма та çăмăл. Халь хăвăршăн усăллă диета суйласа илни сывлăхăра çирӗплетӗ.

ХӖР 23.VIII-22.IX 

Чылайăшӗн çак кунсенче юратнă çыннисемпе хутшăнусем лайăхланаççӗ, çӗнӗ шая çӗкленеççӗ. Пӗчченнисем шăпа пӳрнипе пӗрлешсе çемье çавăрас тейӗç. Ку эрнере çын çине тухнине çăлтăрсем ырлаççӗ – кинона кайăр, театра е концерта çитӗр. Спорта юратакансен спорт мероприятийӗсене çӳрени аван. 

ТАРАСА 23.IX-23.X

Кил-çуртăра хăтлăрах тăвас тесе тăрăшатăр халь. Хваттере тирпей-илем кӳретӗр, тирпейлӗ килте пурăнакансен сывлăхӗ çирӗп. Çемьери хутшăнусене лайăхлатма та ăнăçлă вăхăт. Аслă çулсенчи тăванăрсемпе килӗштеретӗр. Вӗренекенсемпе çула тухакансен çак кунсенче чăрмавсем сиксе тухӗç. 

СКОРПИОН 24.X-22.XI 

Романтикăпа çыхăннă ӗçсем ку эрнере кашни утăмра. Хӗрарăмсене арçынсем мартăн 8-мӗшӗнче çеç мар, эрнипех тимлӗх уйăраççӗ. Пӗчченнисем пулас мăшăрне çăмăллăнах тупӗç. Тен, пӗр тапхăр туслă пулнă çынпа çыхăну тытма пуçлатăр. 

УХĂÇĂ 23.XI-21.XII 

Çак паллăпа çуралнисене астрологсем чăн-чăн çулçӳревçӗ теççӗ, апла пулин те çак кунсенче çул çине тухма сӗнместпӗр. Пурлăхпа çыхăннă ыйтусене татса пама та ансат, халь сирӗн финанс лару-тăрăвӗ лайăхланать. 

ТУ КАЧАКИ 22.XII-20.I 

Таврари çынсемпе хӗрсе кайсах калаçатăр ку эрнере. Час-час хутшăнакан çынсем çинчен ытларах пӗлес килни ӳсет, çак вăхăтрах чылай вăхăт тӗл пулман çынсемпе курнăçатăр. Çӗннине пӗлес, курас килни çула тухма хистет. Тавракурăма анлăлатма, вӗренӗве кӳлӗнме ăнăçлă вăхăт. 

ШЫВТĂКАН 21.I-19.II 

Финанс лару-тăрăвне самай лайăхлататăр çак кунсенче. Тӗп ӗç хыççăн ирӗклӗ вăхăт юлать-тӗк хушма ӗç тупмалла. Çакă пурлăхпа çыхăннă ыйтусене татса пама пулăшӗ. Çак кунсенче мӗн те пулин хăвăр алăпа тăвас тенине çăлтăрсем ырлаççӗ. Чунра килӗшӳлӗх хуçалантăр тесен пӗр тапхăр пӗччен юлса канса илни те вырăнлă пулӗ.

ПУЛĂСЕМ 20.II-20.III

Таврари çынсене тӗлӗнтермеле, хăвăра хăвăр килӗшмелле сăнара улăштарас тейӗр çак кунсенче. Илем салонӗсене çӳреме, стилист, визажист патне кӗрсе тухма питӗ ăнăçлă вăхăт халь.  Çывăх çыннăрсем сире çине тăрсах хăйсемле пурăнтарасшăн, ку сире кӳрентерет.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев