Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Гороскоп

Пурин те асра тытмалла – уявсен кашни кун пулмалла мар

Енчен те эсир кашни кун канасшăн, тен, аниматор пулса ӗçлемелле? Ку эрне иртнинчен кăшт çеç уйрăлса тăрать – пӗр кун ытларах ӗçленипе. Анчах канмалли кунсем уявпа асра юлӗç.

 ТАКА 21.III-20.IV

Ку эрнере çӗнӗ пӗлӗшӗрсенчен хăшӗсем шанчăклă, ятлă-сумлă юлташ пулса тăрӗç.  Ӳлӗм вӗсем самай пулăшӗç сире. Чăхăмлă ӗçсене уçăмлатма меллӗ вăхăт халь, анчах хăвăр япăх пӗлекен, ăнланакан ӗçсене пуçăнма тăхтамалла.
 
ВĂКĂР 21.IV-20.V 

Çак кунсенче вӗренме меллӗ вăхăт. Сирӗн пӗлӳ, опыт малашлăха çирӗп утăм тума пулăшӗç. Наукăра тăрăшакансем халь çитӗнӳ тăваççӗ.  Тавракурăма анлăлатма, ăс-хакăла ӳстерме аван çак кунсенче.

ЙӖКӖРЕШСЕМ 21.V-21.VI 

Эрнипех теветкелленесрен тытăнса тăмалла. Уйрăмах кăткăс приборсемпе, ăшăтакан аппаратсемпе ӗçленӗ чух асăрхануллă пулмалла. Ӗçре ырă ят илме тăрăшмалла, юлташăрсем пулăшасса шансах тăрăр. 

РАК 22.VI-22.VII 

Юлташăрсемпе хутшăнма лайăх кунсем. Çак кунсенче сирӗнпе пӗр шухăшлисен, тусăрсен йышӗ ӳсет. Эсир юлашки вăхăтра уйрăмах илӗртӳллӗ пулни те çакăнта пит пӗлтерӗшлӗ. Тӗн фаначӗсемпе çыхланасран асăрханăр, чун пурнăçӗпе кăсăкланассине, гипнозпа аппаланассине урăх вăхăта хăварăр.

АРĂСЛАН 23.VII-22.VIII 

Ку эрнере лăпкăрах, сăпайлăрах пулăр. Таврари çынсемпе хирӗçсе хăвăр эгоист пулнине кăтартни вăй-халăра илӗ. Тавлашусенче компромиссем тупма тăрăшăр. Кил-çуртăра хăтлăрах тума тăрăшнине çемье ырласа йышăнӗ.

ХӖР 23.VIII-22.IX 

Ӗçре те, творчествăра та пултарулăхăра, хăвăрăн хăйнеевӗрлӗхе туллин кăтартма май пулать. Хăвăрта çӗнӗ талантсем тупма та пулăшаççӗ çăлтăрсем, хуть мӗнле ӗçе пуçăнсан та ăнăçу сирӗнпе пулать. 

ТАРАСА 23.IX-23.X 

Эрне тăршшӗпе эсир имидж улăштарас тейӗр. Анчах диетăсем çине «ларни» сире пулăшаймӗ, мӗншӗн тесен тутлă апата çимесӗр тытăнса тăма пултараймастăр эсир. Рациона пӗçермен пахча çимӗç, улма-çырла кӗртсен, спортпа ытларах аппалансан ӗмӗтӗр пурнăçланӗ.
 
СКОРПИОН 24.X-22.XI 

Çынсемпе хутшăнма сирӗншӗн ăнăçлă вырнаçса тухнă çăлтăрсем. Ӗçлӗ тӗлпулусен вăхăтӗнче эсир кама-тăр кăмăллама пултаратăр. Çакăнтан, тен, романтикăллă хутшăнусем пуçланӗç. Ӗçре те, килте те – эрнипех эсир кал-кал ӗçлетӗр.

УХĂÇĂ 23.XI-21.XII 

Çăлтăрсем сире ку эрнере культурăпа канăва сахалрах укçа тăкаклама хушаççӗ. Çак кунсенче шăпа пӳрнӗ çынпа тӗл пулас шанăç пур, тахçантанпа пыракан хутшăнусем тата çирӗпрех пулӗç.  

ТУ КАЧАКИ 22.XII-20.I 

Тӗрлӗ ӗçе пуçăнса вăй-халăра пӗтериччен пӗр-пӗр ыйтăва татса парассипе ӗçлемелле. Шăнса пăсăласран асăрханмалла. Ку эрнере творчество çыннисен çитӗнӳ пулать. Конкурссенче, ăмăртусенче çӗнтерес шанăç пысăк.

ШЫВТĂКАН 21.I-19.II 
Çывăх тăванăрсемпе вăрçăнса каясран эрнипех асăрхануллă пулмалла. Уйрăмах сăмах юратнă çыннăр çинчен пырать пулсан. Юристпа татса памалли ыйтусене пӗччен пуçăнмалла мар. Ӗçтешӗрсемпе, пуçлăхпа хутшăнусем лайăх. 

ПУЛĂСЕМ 20.II-20.III 

Эрне тăршшӗпех теветкелленес кăмăл ӳсет. Енчен те сирӗн хăюлăх сӗмсӗрлӗхпе, астаракан вăйăсемпе çыхăнман – йăлт аван пулать. Халь сирӗн çӗнӗ çынсемпе паллашас кăмăл пысăк, анчах çăлтăрсем тăхтама ыйтаççӗ. Вӗсем пурпӗрех савăнăç кӳмӗç сире.
 
 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: гороскоп