Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Гороскоп

Пурнăç çине çирӗпрех пăхма пуçлатăр

Тунтикун, ытларикун лару-тăру лайăхланать. Шăпа иртнӗ вăхăтра ăнманнишӗн халӗ ырăпа тавăрать. Анчах маларах шутласа хунисем йăнăш пулнипе йывăра килӗ. Вăй пӗтнине сисетӗр, дисциплинăна çирӗп пăхăнмалла. Канмалли кунсенче лару-тăру лайăхланать.

ТАКА 21.III-20.IV
Шухăшăрсемпе туйăмăрсене йӳле ан ярăр. Документсемпе çыхăннă ӗçсене йӗркене кӗртӗр. Вӗренӗве малалла илсе пырăр. Интуицие тимлесен йăлт аван пулать. Хăвăрăн шухăшăрсене ӗнентерессишӗн хӗрӳленсе сасă хăпартассинчен асăрханăр. 

ВĂКĂР 21.IV-20.V 
Харкам пурнăçра та, ӗçре те савăнмалли-кулянмалли пӗр шайра пулать. Кăмăлăр лайăх, ӗçлес килсе тăрать. Харкам пурнăçра авантюрăллă шухăш хыççăн каяс килӗ, анчах хăвăра тытса чарăр. 

ЙӖКӖРЕШСЕМ 21.V-21.VI 
Мӗн пулсан та йăлт лайăха. Çак кунсенче ку каларăш тӗрӗс пулнине тепӗр хут ӗненетӗр. Харкам пурнăçра юрату, романтика хутшăнăвӗсем пулаççӗ. Ӗçре те савăнтаракан пулăмсем — тупăш кӳрекен контракт çине алă пусатăр-и, тен, пысăк гонорар парӗç. 

РАК 22.VI-22.VII 
Тӗллевӗрсем патне çитме тата кăштах вăй хумалла. Юнкун эрнери чи ăнăçлă кунсенчен пӗри пулӗ сирӗншӗн. Чи хăюллă шухăшăрсене пурнăçлама май килет çак кун. Эрнекун юлташăрсемпе тӗл пулма аван. 

АРĂСЛАН 23.VII-22.VIII 
Эрнен пӗрремӗш çурринче çивӗч ыйтусене татса памалла. Эсир «çавра çулпа кайса пыл хыпма пӗлни» çак кунсенче питӗ кирлӗ. Ӗçре лару-тăру хӗрӳ, хирӗçесси те пулӗ. Канмалли кунсенче çывăх çыннăрсене ăнланма тăрăшăр. 
ХӖР 23.VIII-22.IX 
Ку эрнери тӗлпулусем савăнтараççӗ, хавхалантараççӗ. Ӗç нумай пулать, унăн пӗр пайне ӗçтешӗрсем тусан та ытларах пайне хăвăрăнах тума тивнипе вӗчӗрхенетӗр. Таврари çынсемпе çеç ан вăрçăнăр, хăвăра вăхăтра тытса чарăр. 

ТАРАСА 23.IX-23.X 
Хыпарсемпе питӗ асăрхануллă пулмалла, çынна сив сăмах каламалла мар. Пӗр-пӗр проекта пурнăçлама тăрсан шанчăклă партнерсене суйлăр. Хăй ӗçне япăх пӗлекен çынсене шанмалла мар. Харкам пурнăçра ырă улшăнусем кӗтеççӗ.

СКОРПИОН 24.X-22.XI 
Ку эрнере инçе çула тухма план тумалла. Вăл сирӗн пурнăçăра улăштарӗ, эсир юратнă çыннăра çывăхрах туйăр. Çулçӳреве халех шутласа хурсан йăлт ăнăçлă пулать. Сывлăхăр, финанс лару-тăрăвӗ лайăхланӗ. 

УХĂÇĂ 23.XI-21.XII 
Харкам пурнăçшăн та, ӗçшӗн те аван вăхăт. Нумай сферăра сирӗншӗн пӗлтерӗшлӗ улшăнусем пулаççӗ. Ытларикун, шăматкун çынпа паллашни ырра тесе систереççӗ çăлтăрсем. Эрнекун çула тухни ăнăçлă.

ТУ КАЧАКИ 22.XII-20.I 
Ку эрнере эсир шутланисене пӗтӗмпех пурнăçлама ӗлкӗретӗр, анчах хăвăра шанмалла, сăлтавсăрах пăлханмалла мар. Халăх йышлă пухăнакан вырăнсене тухмасан аванрах халь. Çывăх çыннăрсене çак кунсенче ан питлӗр.

ШЫВТĂКАН 21.I-19.II 
Эсир халь хăвăра алăра тытатăр. Ума лартнă тӗллев патне ăнтăлатăр. Профессире хăвăра лайăх енчен кăтартма вăхăт çитнӗ. Вăй-халăра вак-тӗвекпе ан тăкаклăр, хирӗçтерес текенсемпе ан çыхланăр. Чун лăпкăлăхӗ кирлӗ сире ку тапхăрта. 

ПУЛĂСЕМ 20.II-20.III 
Интереслӗ тапхăр пуçланать сирӗн, тунсăхлама тивмест. Ӗç нумай — творчество валли те çителӗклех, çӗнӗ идейăсене пурнăçа кӗртмелле. Тӳрӗ кăмăлпа, тăрăшса хавхаланса тунă ӗçӗн çитӗнӗвӗ те савăнтарӗ. Юнтарса, кӳренсе çӳреме хушмаççӗ çăлтăрсем.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: гороскоп