Сувар

г. Казань

16+
Гороскоп

Пысăк япала – автомобиль-и, хваттер-и – туянма лайăх вăхăт, анчах васкамалла мар

Ӗçпе, вӗренӳпе çыхăннă ыйтусене эрнен пӗрремӗш çурринче татса пама çăмăл. Ӗçе типтерлӗ, йăнăшсăр тунине пуçлăх асăрхӗ, ырлӗ.

ТАКА 21.III – 20.IV 

Юлашки вӑхӑтра самай шухăшлаттарнă çивӗч ыйтусене шăп çак кунсенче татса пама май килӗ.  Арçынсен ума лартнă тӗллевсем патне çитме пӗлӳпе практикӑра усӑ курмалла. Эрнен пӗрремӗш çурринче наянлăхне çӗнтерейсен хӗрарăмсен кунсем ăнăçлă иртеççӗ.

ВĂКĂР 21.IV – 20.V

Тумтир, хуçалăх техникине туянма ăнăçлă вăхăт. Арçын-предпринимательсен  капиталне темиçе хут ӳстерме май пур. Хӗрарӑмсен ума лартнӑ тӗллеврен тем тусан та пӑрӑнмалла мар, авантюрӑсене ан хутшӑнăр.

ЙӖКӖРЕШСЕМ 21.V – 21.VI 

Укçа-тенкӗ лару-тӑрӑвӗ лайӑхланӗ, гардероба çӗнетнине çăлтăрсем ырлаççӗ. Арçынсен тахçантанпа хутшăнман çынсемпе çыхăну тытма пуçламалла. Хӗрарăмсен шутланине пурнăçлама çине тăмалла, тăвансем, çывăх çынсем тӗрев парӗç. 

РАК 22.VI – 22.VII 

Çăлтăрсем сире хăват парса финанс ыйтăвӗсене татса пама пулăшаççӗ: ӗçшӗн преми парӗç-и, шалу ӳстерӗç-и? Арçынсем патне сӗнӳпе пырӗç, темӗнле ăссăрла туйăнсан та йышăнмалла ăна. Хӗрарӑмсен канмалли кунсене хӑнасене сăйласа ирттермелле.

АРĂСЛАН 23.VII – 22.VIII 

Эрнене çын çинче, обществӑра ирттерни питӗ усӑллӑ. Арçынсем хăйсене лайăх енчен кăтартнине пуçлăх асăрхать. Хӗрарӑмсен ума лартнӑ задачăсене татса пама пӗлӗвӗпе, ӑсталӑхӗпе усӑ курмалла.

ХӖР 23.VIII – 22.IX 

Çак кунсенче чылай çул упранӑ туйӑмсене кӑтартни питӗ вăхăтлă. Юратупа телее çирӗплетӗç çакăнпа. Арçынсен шутланă ӗçсене хастартараххăн пурнăçламалла. Хӗрарӑмсен ачасене тимлемелле, çамрăксемпе хутшăнмалла. 

ТАРАСА 23.IX – 23.X

Çак кунсенче эсир питӗ çирӗп кăмăллă, тӗплӗн шухăшласа йышăну тусан ăнăçу сирӗнпе пулӗ. Арçынсен мăнкăмăлланасран асăрханмалла, çӗнӗ проектсене ку эрнере ан пуçлăр. Хӗрарăмсен ӗçре питӗ тимлӗ пулмалла, пуçлăха асăрхаттару тума сăлтав памалла мар.

СКОРПИОН 24.X – 22.XI 

Кӑсӑклӑ та илӗртӳллӗ сӗнӳсенчен ан пӑрӑнăр, шӑпах вӗсем карьерăра пулăшӗç. Арçынсене укçа-тенкӗ енчен ăнать, пӗртен-пӗр лотерея билечӗ туянсан та выляса илеççӗ. Пӗччен хӗрарăмсем çак кунсенче пулас мăшăрне тупаççӗ, мăшăрланакансемшӗн ăнăçлă вăхăт.

УХĂÇĂ 23.XI – 21.XII 

Тахçанхи шухӑшӑрсене туллин пурнӑçлама вăхăт çитрӗ. Арçынсене çынсемпе хутшӑнни те, патшалӑх учрежденийӗсене заявленисемпе, ыйтусемпе тухни те ăнăçлă иртет. Хӗрарӑмсене эрне килӗшӳпе ӑнӑçу илсе килӗ, çемье вучахӗ хӑтлӑхпа, юратупа тулӗ. 

ТУ КАЧАКИ 22.XII – 20.I 

Сывлӑх самай лайӑхланать, пурнăç та майлашăнса каять. Арçынсен пуçлăхпа должноçа ӳстересси пирки калаçмалла е шалу хăпартма ыйтмалла. Хӗрарăмсен çӗнӗ пӗлӗшсем тупмалла, ӳлӗм вӗсем çывăх çын пулса тăрӗç сирӗншӗн. 

ШЫВТĂКАН 21.I – 19.II 

Хӑвӑр çине укçа ан перекетлӗр – туянас тенине туянăр, çиес килнине илӗр, каяс тенӗ çӗре çитӗр. Арçынсене пысӑк контрактсем тума çулталӑкри чи ӑнӑçлӑ тапхӑр. Хӗрарӑмсем хăйсене тӗрлӗ сферăра кăтартса чапа тухма пултараççӗ. 

ПУЛĂСЕМ 20.II – 20.III

Халӗ паллашнă çын сирӗншӗн чи çывăххи, чи тăванни пулса тăрӗ. Арçынсен ку эрнере пурнӑçӗ улшӑнӗ, вӗсене финанс сферинче пысӑк çитӗнӳсем кӗтеççӗ. Хӗрарӑмсен пуçлӑх кӑмӑлне çавӑрма хӑйсен ӑнӑçăвӗпе усӑ курмалла.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: гороскоп