Сувар

г. Казань

16+
Гороскоп

Романтика хутшăнăвӗсем, çемьери лару-тăру калама çук аван

Ӗçтешсемпе, пуçлăхпа пӗр чӗлхе тупаймасан та шутланине пурнăçлатпăрах. Эрне вӗçӗнче укçа-тенкӗ ыйтăвне ăнăçлăн татса паратпăр.

ТАКА 21.III – 20.IV 

Хăнана чӗнсен кайăр, çӗнӗ çынсемпе паллашни усăллă, вӗсенчен хăшӗсем шанчăклă юлташ пулӗç. Арçынсем ку эрнере шалу ӳстерме ыйтнине пуçлăх тивӗçтерет. Хӗрарăмсен юратнă çыннипе сăмах сыпăнмасть, апла тавçăруллăрах, çаврăнăçуллăрах пулмалла.

ВĂКĂР 21.IV – 20.V 

Планетăсем сирӗншӗн питӗ ăнăçлă вырнаçса тухнă, пит пысăк ӗмӗтӗр те çитет. Арçынсем шутланине çăмăллăнах пурнăçлаççӗ, анчах закона пăссан явапне те тытмалла пулать. Хӗрарăмсен кăткăс проектсенчен хăрамалла мар. Эсир ăнăçлăнах пурнăçлатăр вӗсене. 

ЙӖКӖРЕШСЕМ 21.V – 21.VI 

Ку эрнере сирӗнпе туйăмсем хуçа – чи асăрхануллисем, ăслисем те пуçӗсене çухатӗç. Арçынсене плансене пур чух та пурнăçлама май килмест. Хӗрарăмсене пулăшма васкамаççӗ, анчах кӳренмелле мар – хăвăрах маттур, пултаратăр. 

РАК 22.VI – 22.VII 

Ӗçтешӗрсем эсир ушкăна «чун кӗртме» пултарнине тивӗçлипе хаклӗç. Çынна вăхăтра савăнăç кӳме, шанăç парнелеме пӗлни чăннипех талант. Арçынсен пуçланă ӗçсене вӗçлемелле, хӗрарăмсен хăйсен пурнăçне телейлӗрех тума май килет. 

АРĂСЛАН 23.VII – 22.VIII 

Лару-тăру хăвăрт аталаннипе сирӗн çаврăнăçуллăрах пулма тивет. Хаклă ювелир капăрлăхӗсене ку эрнере туянма хушмаççӗ çăлтăрсем. Арçынсем çăмăллăнах карьера тăваççӗ, хӗрарăмсем пысăк тупăш кӳрекен конрактсем тупаççӗ. 

ХӖР 23.VIII – 22.IX 

Ку эрнере сирӗн пуринпе те туслă пулмалла: ырă ырăпа таврăнать. Кинона, театра çӳренине çăлтăрсем ырлаççӗ. Арынсен çак кунсенче ултавçăсенчен хӳтӗленме тивет. Хӗрарăмсен юлташӗсемпе е тăванӗсемпе таврапӗлӗвне ӳстермелле. 

ТАРАСА 23.IX – 23.X 

Хӗрарăмсем ку эрнере нихăçанхинчен хитре, ăслă, илӗртӳллӗ. Арçынсем тахçанхи пӗлӗшӗпе тӗл пулӗç. Япăххине манса, лайăххине аса илсе вăхăта савăнăçлă ирттермелле. Ырă тӗлӗксене ан манăр, вӗсем пурнăçа кӗреççӗ. 

СКОРПИОН 24.X – 22.XI 

Хăвăрта иксӗлми вăй-хăват туйни пӗтӗм ӗçе хăвăрт вӗçлеме май парать. Арçынсен ку эрнере пысăк тупăш илме май пур, анчах ытлашши чееленмелле мар. Хӗрарăмсен хăйсене ытларах тимлемелле, «вăйсăр» пулнине кăтартма пӗлни питӗ вырăнлă.

УХĂÇĂ 23.XI – 21.XII 

Ӗç, бизнес ыйтăвӗсене татса памалли эрне ку сирӗншӗн. Ӗçлӗ ыйтусем, хутшăнусем, контрактсем тата темӗн те пӗр – пурне те асăнса та пӗтереймӗн. Арçынсен ку эрнере пысăк проектсене пуçăнмалла мар. Хӗрарăмсен çул çинче асăрхануллă пулмалла.   

ТУ КАЧАКИ 22.XII – 20.I 

Çăлтăрсем улшăнусем кирлине систереççӗ: ӗçре, хутшăнусенче, хăвăрта. Арçынсене пуçлăх ӗç хушса парать, тӳр кăмăлпа пурнăçламалла. Хӗрарăмсен ăнăçать, лотерея билечӗ те парне выляса илет. 

ШЫВТĂКАН 21.I – 19.II 

Çӗнӗ ӗçе пуçăнмасан, нумай вăхăта пыракан плансем тумасан эрне самай çăмăлрах иртӗ. Арçынсем йывăрлăхсене парăнмасан тӗллевӗ патне çитеççех. Хӗрарăмсен халиччен пуçăнма хăраса тăнă ӗçе тытăнмалла. Хавхалантарса пулăшакансем пур чух çитӗнӳ тăватăрах. 

ПУЛĂСЕМ 20.II – 20.III 

Интереслӗ плансемпе, идейăсемпе илӗртеççӗ çăлтăрсем, анчах вӗсене пурнăçлама памаççӗ. Арçынсен эрнен пӗрремӗш çурринче аманасран асăрханмалла. Хӗрарăмсен çулçӳреве тухни ăнăçлă.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: гороскоп