Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Гороскоп

Шăпа иртнӗ вăхăтра нуша курнăшăн компенсаци парать

Хăйне хăй хирӗçлекен эрне. Тунтикун-ытларикун ӗçсем лайăх пыраççӗ, шăпа иртнӗ вăхăтра нуша курнăшăн компенсаци парать тейӗн. Чылайăшӗ вăй пӗтнине туять, дисциплина çине тимлӗх уйăрмалла. Канмалли кунсенче йăлт йӗркене кӗрет: кану, паллашусем, тӗлпулусем савăнтараççӗ.

ТАКА 21.III-20.IV 
Малтанхи кунсем ытла хӗвӗшӳллӗ иртеççӗ, вӗчӗрхенмелли те пулать. Ытларикунпа юнкун пысăк пӗлтерӗшлӗ йышăнусем тумалла мар. Çынпа хирӗçесрен асăрханăр, çакна пула укçа-тенкӗ тӗлӗшӗнчен тăкаксем те пулӗç. 

ВĂКĂР 21.IV-20.V 
Улшăнусемшӗн ырă вăхăт, каялла çеç çаврăнса пăхмалла мар. Тӗллевӗрсем патне талпăнсан, хăвăрăн вырăншăн çине тăрсан йăлт аван вӗçленет. Хăюллă шухăшăрсене çын çинче калама ан вăтанăр, вӗсене ырласа йышăнӗç. 

ЙӖКӖРЕШСЕМ 21.V-21.VI 
Çак тапхăрта çитӗнӳ те тăватăр, тупăш та илетӗр, пуçлăх та мухтать. Çак кунсенче нумай çынпа тӗл пулатăр, çавăнпах хăвăра пит кирлӗ хыпар пӗлетӗр. Творчествăпа аппаланни халь чуна кантарать çеç мар, тупăш та кӳрет.

РАК 22.VI-22.VII 
Ку эрнере шухăшăрсем ӗç çинчен çеç пулӗç — чăрмавсем сиксе тухӗç, анчах эсир вӗсене çӗнтереетӗр. Сывлăх йăшса аптратмӗ, пачах урăхла — хăвăра вăйпитти туятăр, ырă хыпарсем савăнтараççӗ.

АРĂСЛАН 23.VII-22.VIII 
Хăвăра çеç юратмалла мар. Сирӗн çывăхра çивӗч туякан, черчен кăмăллă çынсем нумай, вӗсен чунне хăвăрт амантма пулать. Çынпа хутшăннă чух хăвăра йӗркеллӗ тытăр, сапăр пулăр.
ХӖР 23.VIII-22.IX 
Халиччен пулман ӗçсем сиксе тухӗç пурнăçăрта, эсир тавçăруллă пулнипе йăлт йӗркеллӗ пулать. Хирӗçӳсемпе тавлашусем шутланине пурнăçлама пулăшаймаççӗ. Йăнăшăрсене йышăнни, тепӗр çын тӗрӗс пулнипе килӗшме пӗлни карьерăра ӳсме пулăшать.

ТАРАСА 23.IX-23.X 
Эрнипех ӗçлетӗр, тӗлпулусем те ӗç пиркиех пулса иртеççӗ. Шутланине пурнăçлама çак эрнере питӗ меллӗ. Тапхăр вӗçӗнче лару-тăру уçăмланать. Хӗвӗшӳрен, вак-тӗвекрен айккинче юлма тăрăшатăр-тăк çитӗнӳ тăвасси пулмасть.

СКОРПИОН 24.X-22.XI 
Пулса иртекен ӗçсем çине халь философла пăхмалла. Пур çӗрте те хӗвӗшӳ, тӗлсӗр хыпкаланса çӳрени. Çаксене лăпкăн сăнанипех çырлахăр, ан хутшăнăр. Кулленхи кичем ӗç те карьера пусмипе улăхма пулăшать, асра тытăр.

УХĂÇĂ 23.XI-21.XII 
Пултараслăхăра ытла ан шанăр. Питӗ пӗлтерӗшлӗ ӗçсене лайăх хатӗрленмесӗр ан кӳлӗнӗр, вăй-халăра перекетлӗр. Кӗçнерникун вак-тӗвек туянни питӗ вăхăтлă пулать. Эрнекун ӗçлӗ партнерсемпе калаçусем ăнăçлă иртеççӗ. 

ТУ КАЧАКИ 22.XII-20.I 
Пӗрлехи ӗçе хăвăрт хутшăнма пултарнине коллективра ырласа йышăнӗç, анчах ку пӗтӗм ӗçе хăвăр çине тиемеллине пӗлтермест. Çынпа ырă кăмăллă пулни нерв тытăмне хавшатасран çăлать. 

ШЫВТĂКАН 21.I-19.II 
Çак эрнере çӗнӗ хыпара ӗненме ан васкăр, сăмахăрсене каличчен те лайăх шутлăр. Юнкун новаторла идейăсене тӗплӗн шутламалла. Канмалли кунсенче кӗтмен хăнасем килсе кӗрӗç, тарават пулăр вӗсемпе. 

ПУЛĂСЕМ 20.II-20.III 
Ку эрнере харкам пурнăçра пулса иртекен улшăнусем пӗтӗмӗшле пурнăçăра ырă витӗм кӳрӗç, пурăнакан вырăна улăштарасси те пулӗ. Ытлашши кивелнӗ япаласенчен тасалма лайăх вăхăт.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: гороскоп