ШЫВТĂКАНСЕМ ку эрнере пуриншӗн те тӗслӗх,
СКОРПИОНСЕН харпăр дисциплина вăйлă пулмалла, ТУ КАЧАКИСЕМ тахçанхи проблемăсене татса параççӗ...
ТАКА 21.III – 20.IV
Ку эрнере ӗçсене лайăх шутласа тумалла. Укçа-тенке мӗне те пулин инвестицилесси пирки шутлăр, ку кӗске хушăра финанс лару-тăрăвне лайăхлатма пулăшӗ. Идейăсене хăюллăнах витӗмлӗ çынсене пӗлтерме пултаратăр – пулăшӗç. Çапах субординаци тытма пӗлӗр. Канма каясси пирки шутлама пуçламалла.
ВĂКĂР 21.IV – 20.V
Ӗçсем мăй таран, эрне пуçламăшӗнчех тӗрлӗ тӗрӗслевсем пуçланаççӗ. Ан пăшăрханăр, йăлтах йӗркеллӗ пулӗ. Пуçлăхсем тăрăшулăхăра асăрхаса хушса тӳлеме те пултараççӗ. Наянланмасăр творчествăлла плансене пурнăçлама тытăнăр. Савнийӗре романтикăлла туйăмсем илӗртеççӗ, пӗрле канма кайни усăллă пулӗ, ачаллисене те çавнах калама пулать.
ЙӖКӖРЕШСЕМ 21.V – 21.VI
Ку эрнере лару-тăрăва кура малашлăха плансем тумалла. Ытларикун кӗтмен çӗртен укçа килме пултарать. Интереслӗ те витӗмлӗ çынпа паллашма пултаратăр, бизнес йӗркелесси пирки шухăш çуралӗ. Хăвăра вăрттăн юратакан пуррине, ун ятне пӗлетӗр. Канмаллисенче хаклă хăнасене кӗтсе илӗр.
РАК 22.VI – 22.VII
Ку эрне пур енӗпе те ырă пулӗ: ӗçтешсемпе, пуçлăхсемпе пулнă тавлашусене хыçала хăваратăр, проблемăсене манма май пулӗ. Финанс ыйтăвӗсемпе йывăра килсен юлташăрсенчен пулăшу ыйтăр. Тӗрлӗ кӗтменлӗхсем пулӗç. Чӗннӗ çӗре кайма тăрăшăр.
АРĂСЛАН 23.VII – 23.VIII
Шăпа паллисене тимлӗхе илӗр, шалти туйăмсене итлӗр. Ытларикун пуçлăхсем яваплă проект хушма пултарӗç, шаннине тӳрре кăларма тăрăшăр. Укçа-тенкӗ ыйтăвӗсене çăмăллăн татса паратăр, хăш-пӗри пуйӗ те. Йывăрлăхсенчен хăрамасăр малаллах талпăнăр, анчах теветкелленмелле мар.
ХӖР 24.VIII – 23. IX
Ку эрнере хăвăра савăнтарма тăрăшăр. Профессипе çыхăннă ӗçсене выляса тенӗ пек пурнăçлатăр. Хăш-пӗрне интереслӗ сӗнӳсем тăвӗç. Эсир чăн-чăн лидер, контрактсемпе килӗшӳсем пурте тенӗ пек усăллă пулӗç. Юратнă çын, ачасем пирки ан манăр, вӗсем сире тунсăхланă.
ТАРАСА 24.IX – 23.X
Эрнене хӗвӗшӳсӗр ирттерме тăрăшăр, тӗшмӗше ӗненме пăрахăр. Укçа-тенкӗ ыйтăвӗсенче тăванăрсемпе е опытлă ӗçтешӗрпе канашлăр. Кӗçнерникун бюрократилле чăрмавсем тупăнӗç. Мăшăрăрпа е савнийӗрпе хирӗçнӗ пулсан, канмаллисем шăпах килӗштерме лайăх.
СКОРПИОН 24.X – 22.XI
Ку эрнере харпăр дисциплина вăйлă пулмалла, ан васкăр. Профессире улшăнусем пулма пултараççӗ. Çак кунсенче пуçлăх ырă пуласса, преми парасса кăна мар, должноçпа ӳстерессе те кӗтӗр. Ӗç енӗпе тӗрӗслевсем пулӗç – хăрамалли çук, конкурентсем те чăрмантараймӗç. Канмаллисене хуларан инçерех ирттерме тăрăшăр.
УХĂÇĂ 23.XI – 21.XII
Ку эрнере ӗçпе çыхăннă кăткăс ыйтусене те çăмăллăнах татса паратăр. Пуçлăхсем сирӗн идейăсене йышăнӗç. Партнерсем çӗнӗ проектăрсемпе интересленӗç. Финанс ыйтăвӗсенче пăтрашу пулма пултарать, тӗрӗс суйлав тума йывăра килӗ. Пӗчченнисен савни тупас, романтикăлла тӗлпулăва каяс шанăç пулать.
ТУ КАЧАКИ 22.XII – 20.I
Çак кунсенче тахçанхи проблемăсене татса паратăр, ăмсанакансем те пулӗç. Çапах ӗçпе кăна пулмалла мар, тăвансемпе канма та вăхăт тупмалла. Харпăр плансене улăштарма тивӗ. Интереслӗ çынпа паллашма пулӗ. Шăматкун çемьепе, килпе çыхăннă ӗçсене тума тивӗ.
ШЫВТĂКАН 21.I – 20.II
Ку эрнере ӗçтешсемпе чăркăшмасан, пуçлăхсене критиклемесен нумай ырă пулăмсем пулӗç. Пуриншӗн те тӗслӗх пулма пултаратăр. Ӗçлӗ хутшăнусенче калаçса татăлма пӗлни кирлӗ. Ӗлӗкхи савнийӗре тӗл пулма пултаратăр, хăшӗ интереслӗ çынпа паллашӗ. Канмаллисене килте, çемьепе ирттерӗр.
ПУЛĂСЕМ 21.II – 20.III
Çак тапхăрта çӗннинчен хăрамалла мар, хăш-пӗри квалификацие ӳстерес тейӗ. Укçа-тенкӗ ыйтăвӗсене те татса пама тивӗ. Плансене пурнăçлама майсем пулӗç. Илӗртӳллӗ çынпа паллашма пултаратăр, анчах тимлӗхе ан çухатăр, пур сӗнӳпе те ан килӗшӗр. Йышăну тума хăрамалла мар, çавăнтан малашлăх килет.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев