Сувар

г. Казань

16+
Гороскоп

Такасен ку эрнере пулса иртекен улшăнусенчен хăрамалла мар, вӗсем çитӗнӳсем тума шанăç параççӗ

ТАКА 21.III – 20.IV Хăвăрта вăй хушăннине туйни çӗнӗ проектсене пуçăнма хистет. Ку эрнере пулса иртекен улшăнусенчен хăрамалла мар, вӗсем çитӗнӳсем тума шанăç параççӗ. Ӗçре хӗрӳ вăхăт, пуçару кăтартма ан вăтанăр, сирӗн халь лидер пултарулăхӗ вăйлă палăрать.

ВĂКĂР 21.IV – 20.V 

Çак кунсенче сирӗншӗн тăнăçлăх пысăк пӗлтерӗшлӗ. Кил-çуртăра хăтлăх кӗртнине те çакăнпах ăнлантармалла. Эрне варринче сиксе тухнă ăнсăрта пула юлташăрсем шанчăклине тепӗр хут ӗненетӗр. Ӗç кал-кал пырать, хăнăхнă кун йӗркине нимӗн те улăштармасть. 

ЙӖКӖРЕШСЕМ 21.V – 21.VI 

Кунсем вӗренекенсемшӗн ăнăçлă иртеççӗ. Эрне варринче хыпарсемпе тимлӗрех пулăр, «сăвăрса» çитерменнисем арпаштарма пултараççӗ. Ӗçре харăсах темиçе проекта ӗлкӗртмелле. Тавçăрулăхăра кирлӗ пек кăтартаятăр, çавăнпах сире маркетингпа ӗçлеме шанасси куçкӗрет.  

РАК 22.VI – 22.VII 

Çак кунсенче сирӗншӗн чи пӗлтерӗшли хăвăрăн эмоцисем пулаççӗ. Ӗçре халь нихăçанхинчен тимлӗ, чăтăмлă пулмалла, вăрттăн хыпарсемпе нумай ӗçлеме тӳр килет. Куçман пурлăхпа, çемье бизнесӗпе çыхăннă ыйтусене татса пама тивет. 

АРĂСЛАН 23.VII – 22.VIII 

Лидер пултарулăхӗ нихăçанхинчен вăйлă палăрать. Хăвăра туллин кăтартма ăнтăлатăр – эсир хăюллă, уçă кăмăллă.  Ӗçре пуçарулăх кăтартмалла, хăвăр творчество çынни пулнине ӗçтешсене ӗнентермелле. Анчах амбицисене ытла ӳстерни пуçлăхпа хирӗçтерме пултарасси çинчен шутламалла.

ХӖР 23.VIII – 22.IX 

Эсир яланхи пекех, пурăнма пӗлетӗр, пулса иртекеннине тӗрӗс хакласа пӗлтерӗшлӗ пӗтӗмлетӳсем тăватăр. Пурнăçăн кашни сферинче йӗрке тума ăнтăлатăр. Эрне варринче çынсемпе хутшăннă чух çепӗçрех пулмалла. Вак-тӗвеке тимлени ӗçе эффективлăрах тума пулăшать. 

ТАРАСА 23.IX – 23.X 

Халь пур ыйтупа та калаçса татăлма пулать, çынсемпе хутшăнма, килӗшӳ тума меллӗ вăхăт. Эрне варринче çивӗч ыйтупа йышăну тума тӳр килет. Канмалли кунсене юратнă çыннăрпа культура мероприятийӗсенче пулни сире савăнтарать.

СКОРПИОН 24.X – 22.XI 

Ку эрнере эсир кашни улшăнăва, çӗнӗлӗхе çивӗч туятăр. Ӗç, карьера сире хăюллăрах, тимлӗрех пулма хушать. Эсир питӗ кăткăс проектсене те çăмăллăнах пурнăçлаятăр. Ӗçтешӗрсемпе калаçнă чух хăвăра ытлашши мăнкăмăллă ан тыткалăр.

УХĂÇĂ 23.XI – 21.XII 

Пӗтӗмӗшле илсен эрне сире пӗлӳ илме, çынсемпе хутшăнма хавхалантарать. Вӗренӳпе, юриспруденципе çыхăннă ыйтусене ӗçре те хускатӗç.  Документсемпе типтерлӗ пулăр. Виçерен тухмасăр спортпа аппаланни сывлăхшăн усăллă.

ТУ КАЧАКИ 22.XII – 20.I 

Ку эрнере карьера тăвас ыйту сирӗншӗн питӗ çивӗч. Çавăнпа ытти чухнехинчен тăрăшуллăрах, пуçаруллăрах эсир. Эрне варринче аслисемпе калаçнă чух чăтăмлăрах пулмалла. Эсир малашлăха курса ӗçленине пуçлăх ырлать, çӗнӗ должность е проект шанса парать. 

ШЫВТĂКАН 21.I – 19.II 

Эрне ирӗклӗх туйăмӗ кӳрет, хăвăрпа пӗр шухăшлисемпе хутшăнатăр, пурнăçа çӗнетес килет сирӗн. Эрне варринче эсир хăйне евӗрлӗ çын пулнипе интереслӗ, мал ӗмӗтлӗ çынсем паллашӗç. Командăпа ӗçлесен çак кунсенче çитӗнӳ тума ансат.

ПУЛĂСЕМ 20.II – 20.III 

Ку эрнере сирӗн интуици вăйлă, каламасăрах йăлт ăнланатăр. Пӗччен юлса пулса иртекен ӗçсене тишкерес тейӗр. Ӗçре питӗ сисӗмлӗ пулмалла. Искусствăпа, психологипе, çынсене хыпар тӗлӗшӗнчен пулăшассипе çыхăннă профессисемпе ӗçлекенсем çак кунсенче çитӗнӳ тăвӗç.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: гороскоп