Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Гороскоп

Тарасасен «ÇУК» теме вӗренмелле

Харпăр плансенче ыттисен ним ӗç те çук, сăмсисене ан та чикчӗр. Укçа-тенкӗ лару-тăрăвӗ лайăхланать...

ТАКА 21.III – 20.IV Ку эрнере вак-тӗвек кăлтăксене асăрхамасан та юрӗ. Тунтикун пăртак ӗçлесе илме пултаратăр, укçапа пӗлсе усă курăр. Эрне варринче усăллă çыхăнусем йӗркелеме пултаратăр, хăвăра тӗрӗс тыткалама пӗлӗр. Çемье проблемисене эрнекун татса пама ăнăçлă.

ВĂКĂР 21.IV – 20.V. Финанс лару-тăрăвӗ стабильлӗ, анчах кӗтмен тăкаксем пулаççӗ. Эрне пуçламăшӗнчех пулăшу ыйтакансем тупăнӗç, расписка илме ан манăр. Эрне варринче ӗçлӗ калаçусем пулӗç. Кӗçнерникунхи командировка ăнать. Харпăр хутшăнусем йӗркеллех. Канмаллисенче хăнасем кӗтнипе хумханма пултаратăр.

ЙӖКӖРЕШСЕМ 21.V – 21.VI Вăй-хал тапса тăрӗ, эрне лайăх иртӗ. Укçа енӗпе те ăнать, тинех кредитсене хупма е парăмсене татма пултаратăр. Эрнен иккӗмӗш çурринче ытларах культура мероприятийӗсене хутшăнма тăрăшăр. Элексенчен ан хăрăр, сирӗн ыр ята никам та хуратаймӗ. Эрех-сăрапа тирпейлӗ пулăр.

РАК 22.VI – 22.VII Харпăр дисциплина лайăх вăл, анчах çăлтăрсем кăмăл туличчен савăнма сӗнеççӗ. Тунтикунхи ӗçлӗ килӗшӳсем ăнăçлă пулӗç, анчах хутсене лайăх тӗрӗслесе алă пусăр. Ӗçтешӗрсен хушшинчи авторитет ӳсӗ. Çывăх çынсене тимлӗх уйăрма ан манăр, пӗрле çулçӳреве кайни аван пулӗ.

АРĂСЛАН 23.VII – 23.VIII Ку эрнере хăвăрăн кирлӗлӗхе çирӗплетме тивӗ. Пуçлăхсем чӗнтерсен харпăр шухăш çинче тăма хăраса ан тăрăр. Ытларикун тунă контрактсем малашне пысăк тупăш кӳрӗç. Юрату фронтӗнче кӗтменлӗхсем пулӗç – интереслӗ çынпа паллашатăр. Çын сăмахне пурне те ан шанăр.

ХӖР 24.VIII – 23. IX Харпăр плансенче ыттисен ним ӗç те çук, сăмсисене ан та чикчӗр. Укçа-тенкӗ лару-тăрăвӗ лайăхланать, анчах партнерсемпе асăрхануллăрах пулăр, хăш-пӗри шулӗк пулма та пултарать. Эрне варринчен пуçласа çемьене ытларах тимлӗх уйăрăр, пӗрле канма тăрăшăр. Пӗчченнисене юратуллă приключенисем кӗтеççӗ.

ТАРАСА 24.IX – 23.X Лартнă тӗллевсем пирки ан манăр, ӗçтешсене «çук» теме вӗренӗр. Эрне тăршшӗпех творчествăпа аппаланатăр, чи тухăçлă кун юнкун пулӗ – контракт çирӗплетни лайăх тупăш кӳрӗ. Талантăрсене ан пытарăр, витӗмлӗ çынсенчен пулăшу ыйтма та ан вăтанăр. Хăш-пӗри ӗç вырăнне улăштарӗ. Пӗчченнисен мăшăр тупас шанчăк ӳсет.

СКОРПИОН 24.X – 22.XI Тӗллевлӗ те пысăк вăй-халлисене шăпа парне тăвӗ – ӗмӗтсем пурнăçланаççӗ. Малтанласа уншăн çанă тавăрса ӗçлеме тивӗ. Финанс операцийӗсем ăнаççӗ, тинӗс хӗррине канма кайма та укçа çитӗ. Паллă та витӗмлӗ çынсемпе усăллă çыхăнусем йӗркелетӗр.

УХĂÇĂ 23.XI – 21.XII Интереслӗ те тухăçлă тапхăр, анчах хăш-пӗр условисене шута илмеллех: шанчăксăр финанс ӗçӗсене ан пуçăнăр, авантюрăна юратакансемпе сахалрах хутшăнăр. Хирӗçнӗ ӗçтешсемпе килӗштеретӗр. Юратуллă приключенисем пулӗç, юрату лабиринтӗнче çухалас темесен асăрханулăх пирки манмалла мар. 

ТУ КАЧАКИ 22.XII – 20.I Пурнăçăрта ырă улшăнусем пулӗç. Пуян та хăтлă пурнăç патне туртăнатăр, финанс лару-тăрăвӗ çирӗп, анчах ытлашши теветкелленмелле мар. Профессипе çыхăннă тахçанхи ӗмӗтӗре пурнăçлатăр. Конкурентсем килӗштересшӗн, çапах тимлӗхе ан çухатăр. Килти лару-тăру лайăхланӗ.

ШЫВТĂКАН 21.I – 20.II Ӗçе активлă хутшăннине пуçлăхсем ырласа йышăнӗç. Укçа-тенкӗ лару-тăрăвӗ çирӗпленет, патшалăх структурисенчен пулăшу илетӗр, хăш-пӗрне спонсорсем пулăшӗç. Витӗмлӗ çынсем сирӗн идейăсемпе интересленӗç. Çемье­пе çыхăннă ӗçсене хăвăрта тытăр.

ПУЛĂСЕМ 21.II – 20.III Хăвăра кирлӗ пек пурăнăр. Нумайăшӗ çӗнӗлӗхсемпе улшăнусем патне туртăнӗ. Бизнес пуррисен партнерсемпе хутшăнусене çирӗплетме тăрăшмалла. Предпринимательсен укçа енчен ăнса пырӗ. Кил валли тахçан шутласа хунă япаласене туянма пултаратăр. Канма каякансем юратса пăрахӗç, тинӗс хӗрринче-и е дачăра – пурпӗрех.


 


 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: гороскоп