Тахçанхи ӗмӗтсене пурнӑçа кӗртме вӑхӑт çитнӗ
Çитес кунсенчех зодиакӑн мӗнпур паллин пурнӑçӗнче çӗнни тупӑнать: интереслӗ ӗç, пысăк малашлӑхлӑ сӗнӳ, тупӑшлӑ килӗшӳ тата ытти те пулма пултарать.
ТАКА 21.III – 20.IV
Ку эрнере ӗçӗрсене ытти чухнехинчен те тӗплӗнрех шухӑшласа тумалла. Çак кунсенче тупӑшлӑ контракт çине алă пусма тӳр килӗ-и, коммерци операцине вӗçлетӗр-и – юлашки вӑхӑтра тунă ӗçсен пӗтӗмлетӗвӗ пек йышăнмалла.
ВĂКĂР 21.IV – 20.V
Эрне коллективпа ӗçлекенсене ăнăçу кӳрет. Çын ăнсăртран каланă сăмахсене, шăпа кăтартакан ытти паллăсене тимлӗр. Халиччен тунă йăнăшсене тишкерсе тӗрӗс пӗтӗмлетӳ туни самай пулăшӗ.
ЙӖКӖРЕШСЕМ 21.V – 21.VI
Çак кунсене пит савăнăçлă тееймӗн, анчах кулянма та кирлӗ мар. Çăлтăрсем пӗлтерӗшлӗ те усӑллӑ хыпар илессе систереççӗ. Халӗ пуçлӑх та, ӗçтешӗрсем те хăйсене сирӗнпе сиввӗн тыткалаççӗ, усал шухӑшлӑ çынсем ура хума хăтланаççӗ.
РАК 22.VI – 22.VII
Ку эрнере хӑрушӑ ӗçсенчен, иккӗлентерекен çынсенчен асӑрханмалла тата теветкеллӗ çулçӳревсене тухмалла мар. Хӑнана чӗнсен е ӗçлӗ тӗлпулăва йыхравласан ан килӗшӗр, урӑх тапхӑра куçарма тӑрӑшӑр.
АРĂСЛАН 23.VII – 22.VIII
Çак кунсенче ырă ӗçсем те пулаççӗ, кăмăла хуçаканнисем те тупăнаççӗ. Таврари çынсемпе хутшӑнура лӑпкӑ та сапӑр пулӑр, çав вӑхӑтрах шанчӑксӑр пек туйӑнакансене ытла çывӑха ан ярӑр.
ХӖР 23.VIII – 22.IX
Сирӗншӗн ку эрне чăннипех ырӑ: юлташсемпе хутшӑнни, интереслӗ çынсемпе тӗл пулни тата юрату хутшӑнӑвӗсем кӑмӑлăра çӗклӗç. Пултарулӑхăра аталантарни чунăра уçӗ, тен, тупӑш çӑлкуçне тӗллесе кӑтартӗ.
ТАРАСА23. IX – 23.X
Çак кунсенче сирӗн пуçра çӗнӗ интереслӗ шухӑшсем çуралаççӗ, вӗсем питӗ мал ӗмӗтлӗ, тухăçлă пулаççӗ. Ӗçтешӗрсен хушшинче авторитетăр ӳсет, сире хисеплеççӗ. Ку эрнере йӗркеленнӗ ӗçлӗ çыхӑнусем питӗ ӑнӑçлӑ пулаççӗ.
СКОРПИОН 24.X – 22.XI
Çитес эрнере пӗтӗм тӗлпулӑва юнкунччен ирттерсен аванрах. Енчен те сире халӗ ӗç сферине улӑштарма сӗнеççӗ-тӗк, тӗплӗн шухӑшлăр, килӗшме ан васкӑр. Çитес эрнере пысӑк улшӑнусем пуçарни ăнăçу кӳмӗ.
УХĂÇĂ 23.XI – 21.XII
Ку эрнене уçӑ сывлӑшра çӳреме, спортпа аппаланма усă курмалла. Çынпа калаçнă чух унăн чунне уçма пӗлни çитӗнӳ кӳрет. Ку эрнере астаракан вӑйӑсене хутшăнмасан, суту-илӗве кӗрсе каймасан укçа-тенкӗ çухатмăр.
ТУ КАЧАКИ 22.XII – 20.I
Енчен те эсир карьера пусмипе улăхасса е ӗç укçине ӳстерессе кӗтеттӗрччӗ-тӗк, «шаннă кайăк йăвара пулмарӗ» тенине аса илме тивет. Чӑтӑмлӑрах пулни, вӗчӗрхенменни палӑртнӑ çул çинче юлма пулăшать.
ШЫВТĂКАН 21.I – 19.II
Çын çине тухма та, пысăк малашлӑхлӑ интереслӗ паллашусемшӗн те эрне питӗ меллӗ. Экзамен тытакансемшӗн ӑнӑçлă вăхăт. Çак кунсенче шутланисем çăмăллăн пурнăçа кӗреççӗ. Шавлӑ ушкăнра ирттернӗ вӑхӑт усса кайӗ.
ПУЛĂСЕМ 20.II – 20.III
Шалти вӑйсене вӑратмалли эрне çитрӗ. Ăнӑçлӑ туяннă япала укçа-тенке перекетлет. Хӗрарӑмсене çӗнӗ паллашусем кӗтеççӗ, тен, вӗсенчен хăшӗсем романтикăлла хутшăнăва çаврăнӗç. Арçынсене çăлтăрсем шавлă ушкăнпа кӗрекене ларма хушмаççӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев