Тин паллашнă çынпа романтикăлла çыхăнăва кӗмелле мар
Çӗнӗ çулăн пӗрремӗш уйăхӗ вӗçленекен эрнере çăлтăрсем пире тин паллашнă çынпа романтикăлла çыхăнăва кӗме хушмаççӗ. Çав кунсенче харкам пурнăç ăнăçупа савăнтармасть иккенни те паллă. Тахçанах çыхăну тытма пăрахнă савнипе çӗнӗрен хутшăнусем йӗркелеме хăтланни те кăлăхах.
ТАКА 21.III – 20.IV
Нумай калаçма тӳр килет çак кунсенче, кӗтмен пулăмсем те çине-çинех тӗлӗнтерӗç. Эрне пуçламăшӗнче ӗçлӗ проектсене ытларах тимлемелле, хăвăр пуçаруллăрах пулсан çитӗнӳ тăватăрах. Çăлтăрсем хирӗçме хушмаççӗ çак кунсенче.
ВĂКĂР 21.IV – 20.V
Эрне лăпкă, пулăхлă иртет. Тунтикун, ытларикун финанс ыйтăвӗсене татса пама меллӗ. Тен, ырă хыпар илӗр, тен, тупăш кӳрекен контрактсем пулӗç. Эрнери канаш: енчен те пайта илме шанăç пур-тăк, плансене улăштарма хăрамалла мар.
ЙӖКӖРЕШСЕМ 21.V – 21.VI
Ку эрне çӗнӗрен те çӗнӗ шанăç кӳрет сире. Малтанхи виçӗ кун тахçантанпа тăсăлакан çыхăнусене çирӗплететӗр, çӗнӗ çынсемпе туслашатăр. Кӗçнерникун вак-тӗвеке тимлӗр – чăрмав сиксе тухас хăрушлăх пур. Хăвăрăн интуицие шанăр, çитӗнӳ патне вăл илсе çитерӗ.
РАК 22.VI – 22.VII
Пӗччен юлса хумхантаракан ыйтусем çинчен шутласа ларасшăн эсир. Эрне пуçламăшӗ уйрăмах меллӗ вăхăт çакна тума. Юнкун, кӗçнерникун финанс ыйтăвне ăнăçлăн татса пама май пулать. Пысăк пӗлтерӗшлӗ йышăнусем тунă чух ан васкăр.
АРĂСЛАН 2.VII – 22.VIII
Халь эсир пит хавхалануллă, вăй-хăват иксӗлессӗн туйăнмасть. Тунтикунпа ытларикун çӗнӗ проектсене пуçăнни ăнăçлă, хăвăршăн пӗлтерӗшлӗ тӗлпулусене палăртма та çак кунсенех суйласа илмелле.
ХӖР 23.VIII – 22.IX
Эрне пуçламăшӗнче тахçантанпа пыракан ӗçсене вӗçлетӗр. Юнкун харкам пурнăçра кӗтмен улшăнусем пулаççӗ. Таврари çынсемпе хутшăннă чух çăлтăрсем сире çаврăнăçуллăрах пулма хушаççӗ.
ТАРАСА 23.IX – 23.X
Ку эрнере ӗçпе çемье хушшинче шайлашу тупатăр. Эрне пуçламăшӗнче ӗçре пултарулăх кăтартăр, сире асăрхӗç. Кӗçнерникунпа эрнекун çывăх çыннăрсене тимлӗх уйăрăр. Хăвăра пăхма нихăçан та ан манăр, ыттисене пулăшнă чух та.
СКОРПИОН 24.X – 22.XI
Кашни кун мӗнле-тӗр пулăм кӗтет сире. Тунтикун, ытларикун ӗçре е килте пысăк улшăнусем пулаççӗ. Харкам хутшăнусене çирӗплетессине юнкуна палăртăр. Туйăмăрсене, эмоцисене сăнасах тăрсан хирӗçӳсем пулмӗç.
УХĂÇĂ 23.XI – 21.XII
Çӗнӗ эрне çӗнӗ шанăç парнелӗ. Малтанхи кунсенчех питӗ кирлӗ хыпар илетӗр е пулăшу килет. Кӗçнерникун творчествăпа аппаланăр. Вак-тӗвеке тимлесен йăнăшсем пулмӗç.
ТУ КАЧАКИ 22.XII – 20.I
Çанă тавăрсах ӗçе пикенмелли вăхăт çитрӗ. Эрне пуçламăшӗнче карьерăра пысăк утăм тăватăр. Эрне варринче финанс ыйтăвӗсем çине тимлӗх уйăрăр. Канмалли кунсенче юлташăрсемпе пӗрле пулни усăллă.
ШЫВТĂКАН 21.I – 19.II
Кунсем пӗринчен тепри интереслӗрех иртеççӗ: çынсемпе нумай хутшăнатăр, пуçра идейăсем пӗрин хыççăн тепри çуралаççӗ. Тунтикун илекен сӗнӗве тӗплӗн тишкерӗр. Юнкун творчество проектне пуçăнма аван. Креативлă пулма ан шикленӗр.
ПУЛĂСЕМ 20.II – 20.III
Хăвăрпа, тавралăхпа килӗшӳ тупатăр çак кунсенче. Эрне лăпкăн тытăнать, ку пуçланă ӗçсене ăнăçлăн пурнăçлама май парать. Кӗçнерникун ӗçпе çыхăннă интереслӗ сӗнӳсем илетӗр. Лару-тăру тăруках улшăнсан та лăпкă пулăр.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев