Сувар

г. Казань

16+
Гороскоп

Творчествăра интереслӗ тапхăр пуçланать

Патшалăх ӗçӗнчисемшӗн ку эрне хăйне май тӗрӗслев пулӗ. Халь эпир пурте илӗртӳллӗ, астармăш, япшар чӗлхеллӗ. Ума лартнă задачăсене пурнăçлама меллӗ вăхăт. Çемьене ытларах тимлӗх уйăрмалла. Кулленхи вак-тӗвек ыйтусене чӗрене çывăх илмелле мар.

ТАКА 21.III – 20.IV 

Этем машина пулманни çинчен аса илмелле те сывлăхăра тимлеме тытăнмалла. Аманас хăрушлăх та, шала кайнă чирсем «вăранасси» те пулӗ. Çавăнпа вăйран кайиччен ӗçлемелле мар халь. Эрнен иккӗмӗш çурри хӗвӗшӳллӗрех иртет.

ВĂКĂР 21.IV – 20.V 

Патшалăх органӗсене ыйтупа кайма та, ӗçтешӗрсемпе хутшăнма та меллӗ вăхăт. Сахал пӗлекен çынсемпе ӗçе кӳлӗнмелле мар. Финанс лару-тăрăвӗ лайăхланас пек. Çывăх çыннăрсем çитӗнӳ тума пулăшаççӗ.

ЙӖКӖРЕШСЕМ 21.V –21.VI 

Кил-хуçалăхри ӗçсем пуçӗпех тытса илеççӗ сире. Халиччен асăрхаман кăлтăксене шăп çак эрнере куратăр, юсама, тӳрлетме васкатăр. Юлташăрсемпе канашлани вырăнлă. Пысăк япаласем туянма ăнăçлă вăхăт. 

РАК 22.VI –22.VII 

Çӗнӗ çынсемпе паллашма лайăх вăхăт. Кăмăллă çынсемпе хутшăнса халиччен татса паман ыйтусене татса паратăр. Пуян çынсем сире укçа-тенкӗпе пулăшма килӗшеççӗ. Бизнесменсен нимӗн пирки те кулянма тивмест.

АРĂСЛАН 2.VII – 22.VIII 

Коммерципе аппаланса килӗшӳсем тума хатӗрленекенсене çак эрнере ăнăçать. Ытти çынсемпе калаçнă чух хӗрарăмсен асăрхануллă пулмалла – вӗсен канашне итлемелле мар. Арçынсене ӗç ыйтăвӗпе çула тухма çăмăл мар.

ХӖР 23.VIII – 22.IX 

Халӗ пуласлăхăра планлани ӳлӗм пурнăçăр çине пысăк витӗм кӳрӗ. Тӗслӗхрен, ӗç вырăнне улăштарни укçа-тенкӗ ытларах илме май парӗ. Анчах астăвăр. Ку эрнере тăвакан йышăнусене çын хушнипе, сӗннипе мар, хăвăр шутланă пек пурнăçламалла. 

ТАРАСА 23.IX – 23.X 

Ăнăçу сирӗн алăра. Лавккасене çӳрени те усăллă пулӗ. Çавăн пекех пулăшу кирлӗ çынсене тӗрев пама ан манăр. Ӳлӗм çакă ырăпа таврăнӗ. Стоматолог патне кайма юрамасть, анчах çӗнӗ çынсемпе шăпах çак кунсенче паллашни лайăх.

СКОРПИОН 24.X – 22.XI 

Хăвăрăн интуицие итлени планăрсене пурнăçлама пулăшӗ. Çӗнӗ çынсемпе паллашассинчен ан пăрăнăр, вӗсем пулăшу парӗç малашне. Юратнă çыннăрпа хирӗçмелле мар халь, компромисс шырамалла.

УХĂÇĂ 23.XI –21.XII 

Хӗрарăмсем, арçынсем сирӗнпе кăсăкланаççӗ, тимлесе сăнаççӗ. Халь интереслӗ тӗлпулусем, романтикăлла хутшăнусем пуçланасса систереççӗ çăлтăрсем. Ку эрнере пӗччене пӗччен ан юлăр, ушкăнпа кăмăлăр та çӗкленӳллӗрех пулӗ.

ТУ КАЧАКИ 22.XII – 20.I 

Укçа-тенкӗпе пурлăх енчен ăнăçать çак кунсенче, туяннă япала та савăнтарӗ. Хӗрсен шăпа пӳрнӗ çынпа тӗл пулма шанăç пур. Арçынсен эрех-сăрапа иртӗхмелле мар.

ШЫВТĂКАН 21.I – 19.II 

Халь сирӗн чун хавалӗ çӳллӗ шайра. Эсир илӗртӳллӗ, çăмăллăнах çынпа калаçса ăна ӗнентереетӗр, творчество хавхаланăвӗ те ӳссех пырать. Спортпа аппаланни, уçă сывлăшра утса çӳрени сывлăхшăн усăллă пулӗ. Хăнасем пухса вăхăта савăнăçлăн ирттеретӗр ку эрнере. Финанс лару-тăрăвӗ савăнтарать.  

ПУЛĂСЕМ 20.II – 20.III 

Çемйӗрпе канăва ирттерме, çӗнӗ проекта пуçăнма ăнăçлă вăхăт. Çавăн пекех интереслӗ çынсемпе паллашассине, усăллă япала туянассине систереççӗ çăлтăрсем. Харкам пурнăçра улшăнусем пулаççӗ, савăнмаллисем тупăнсах тăраççӗ. 

«Шедеврум» нейросетьпе усă курса тунă сăнӳкерчӗк.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: гороскоп