Сувар

г. Казань

16+
Гороскоп

Халь тӗрӗс йышăну тусан финанссен тăнăçлăхӗшӗн кулянма тивмӗ

Çитес эрнене хамӑршăн пурăнса ирттерер: сывлӑха тимлер, чуна килентерекен ӗçсем тăвар. Çак кунсенче пурнăç çине çăмăлттайла пăхни те çылăх пулмӗ – пирӗншӗн пурте ансат, çăмăл пулассăн туйăнӗ.

ТАКА 21.III – 20.IV
Çывăх çынсемпе, юлташсемпе тата ӗçтешсемпе хутшăнусем япăхаççӗ, сăлтавӗ – элек, ултав. Çемьеллӗ арçынсен мăшăрне ытларах тимлӗх уйăрмалла, хӗрарăмсен эмоцисене вăхăтра тытса чармалла.

ВĂКĂР 21.IV – 20.V
Ку эрнере çемьепе, ачасемпе çыхăннă ыйтусене ăнăçлăн татса паратӑр. Пӗрлехи кану сире çывăхлатӗ. Тăванăрсемпе çыхӑннӑ кӑмӑллӑ хыпар илетӗр, юрату ӗçӗсенче йӑлтах лайӑх. Çемьесӗррисем туй‑çуй çинчен шутлани килӗшӳллӗ.

ЙӖКӖРЕШСЕМ 21.V-21.VI
Йӗркелӳçӗ пултарулӑхӗ, илӗртӳлӗхӗ тата тавçӑруллă пулни çак кунсенче çитӗнӳ кӳрет. Хӑвӑрӑнне те, çывӑх çыннăрсен сывлӑхне те тимлемелле. Кирек мӗнле лару-тӑрура алă сулса айккинелле пӑрӑнмалла мар. 

РАК 22.VI –22.VII 
Ку эрнере эсир пулас пуçарусен никӗсне хывма тăрăшатăр. Ку сирӗншӗн питӗ пӗлтерӗшлӗ. Тӗплӗн хатӗрленӗ планпа шухӑшсене пурнӑçа кӗртме самай çăмăлрах, анчах бизнес-партнерсене питӗ асӑрханса суйламалла.

АРĂСЛАН 23.VII – 22.VIII
Çак кунсенче ӗçре те, юратура та лăпкă. Никампа канашламасăр, пӗччен шутласа тунă ӗçсем çитӗнӳ кӳреççӗ, тупăш та пулать. Юлташăрсемпе тӗл пулни кăмăлăра çӗклет, вăй‑хăват парнелет.

ХӖР 23.VIII – 22.IX 
Ӗçре пӗрер картлашка çӳлерех улăхма е шухăшăра пурнăçа кӗртме май килет. Ӗçлеме пӗлекенсене, юратакансене çак эрнере çăлтăрсем пулăшаççӗ. Çакна кăна асра тытăр: çитӗнӳ çулӗ час‑часах питӗ вӑрӑм та йӗплӗ пулать.

ТАРАСА 23.IX – 23.X 
«Никама та юратмăп», – текенсенне те çак кунсенче романтика пуçне çавăрӗ. Ăнсӑртран тӗл пулнă çын шăпа пӳрнӗ мăшăр пулса тăрӗ. Тен, тахçантанпа пӗлекен юлташăрсенчен пӗри, кӳршӗр тинкеререх пăхсан шăпах эсир юратмалли çын?

СКОРПИОН 24.X – 22.XI 
Шанчăклă, хевтеллӗ юлташăрсем е партнерсем çак эрнере палӑртнӑ плансемпе идейӑсене пурнӑçа кӗртме пулӑшаççӗ. Пуçаруллӑ, ӗçре хастар пулни лайӑх кӑтартусем кӳмелле. Канмалли кунсенче кил хуçалăхӗнче пухăннă ӗçсенче йӗрке тума ӗлкӗрмелле. 

УХĂÇĂ 23.XI –21.XII 
Ку эрнере эсир эмоцисене йӳле ярсан та никам та ӳпкелешмӗ – макăратăр-и, кулатăр-и, чуна уçса калаçатăр-и – ан именӗр. Пуçлăх тăрук ӗçӗре тӗрӗслес тейӗ, курни-илтнипе кăмăллă юлсан, преми те çырса парӗ. 

ТУ КАЧАКИ 22.XII – 20.I 
Нимӗн пирки те кулянма тивмест халь, эрнипех ăнăçу сирӗнпе пулать. Чи пӗлтерӗшли – тунтикунранах шухăшсемпе пуçтарăнмалла, ӗçе пуçăнмалла. Ăна тӗплӗн туни темиçе проекта ӗлкӗртме хăтланнинчен лайăхрах, укçи те хушăнсах пырӗ. 

ШЫВТĂКАН 21.I – 19.II
Енчен те сирӗн калама çук пысăк ӗмӗт пур-тăк, çак кунсенче вăл пурнăçланатех. Йăлт кӗтмен çӗртен пулса иртет: таçтан спонсорсем тупăнаççӗ – е çӗнӗ проекта сире шанса параççӗ, е паллашма ӗмӗтленнӗ çынпа туслашатăр...

ПУЛĂСЕМ 20.II – 20.III 
Ку эрнере пăшăрхантаракан хыпар илсен те кăмăлăра çирӗп тытăр. Çак кунсенче кӗске отпуск илни сире канма та, малашнехи ӗçсен планне хатӗрлеме те май парӗччӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: гороскоп