Сувар

г. Казань

16+
Гороскоп

Халиччен тунă йăнăшсене тӳрлетме лайăх ку эрнере

Çак кунсенче пирӗнтен нумайӑшӗ ытти çынсене пулӑшӗ. Çемье çавăракансен, çурт лартакансен шутланине тӗплӗ тумалла. Йывăрлăх умӗнче пуçа усмалла мар.

ТАКА 21.III – 20.IV 

Пӗлӗве ӳстерессипе, юридици ыйтăвӗсене татса парассипе тата çывăх çынсемпе çыхăннă хутшăнусенче ăнăçать. Арçынсем халь çӗнӗ ӗçе куçса тӗрӗс тăваççӗ. Хӗрарăмсен çемьери хутшăнусене лайăхлатассипе ӗçлемелле.

ВĂКĂР 21.IV – 20.V 

Сирӗн пурнӑç йӗркине сасартӑк кӗтмен хыпар е лару-тӑру улӑштарма пултарать. Арçынсене вӗçленекен проектсем тупăш кӳме пуçлаççӗ. Хӗрарӑмсен тахçантанпа ӗмӗтленнине пурнӑçлама лайӑх шанӑç ку эрнере.

ЙӖКӖРЕШСЕМ 21.V –21.VI 

Интуицие шанмалла, пурлӑх енчен лару-тӑру лайăхланӗ. Çак кунсенчи пулăмсем арçынсен пурнӑçне çулталӑкӗпех витӗм кӳрӗç. Хӗрарӑмсен сывлăх хавшани çемьери хутшăнусене те пырса тивӗ.

РАК 22.VI –22.VII 

Шавлӑ, туслӑ ушкӑнра лайӑх канни темӗнле йывăр депрессие те хăваласа ярӗ. Арçынсене куçман пурлӑха упрамалла – çаратасран, пушар тухасран сыхланмалла. Хӗрарӑмсен эрнен иккӗмӗш çурринчен харкам пурнӑçра та, ӗçре те татса паман ыйтусем нумай юлӗç. 

АРĂСЛАН 23.VII – 22.VIII 

Ӗçре кӗтмен çӗртен тупӑш е преми илес шанчӑк пысӑк. Çак эрнене йӑнӑшсене тишкерме, тӗллевсене планлама халалламалла. Арçынсен халь чирлемелле мар, сиплев вӑрӑм та йывӑррăн иртӗ. Хӗрарӑмсемшӗн ӗçе, çемье хутшӑнӑвӗсене улӑштарма меллӗ вăхăт. 

 ХӖР 23.VIII – 22.IX 

Çак кунсенче çынна ан итлӗр, ӗçсем тата япӑхрах пулӗç. Арçынсен хушма тӑкакӗсем çемьене йывӑрлӑха кӗртсе ӳкерӗç. Хӗрарӑмсен тӑванӗсемпе, çывӑх çыннисемпе хутшӑнусенче çӗнӗ тапхӑр пуçланать. 

ТАРАСА 23.IX – 23.X 

Пурнӑçăра хăвăра кирлӗ пек  улӑштарма çăлтăрсем меллӗ вырнаçса тухнă. Арçынсен çемйипе, мӑшӑрӗпе хутшăнусем çепӗç, ӗç кал-кал пырать, пуçлăх ырлать. Хӗрарӑмсен таврари çынсене чи лайӑх енӗсене кӑтартма пулăшмалла.

СКОРПИОН 24.X – 22.XI

Çак эрнене чыслăн чăтса ирттерсен сирӗн ăнăçу тапхăрӗ пуçланать. Арçынсем экстремала çаврăнаççӗ, хăйсене кăтартассипе эпатаж вӗсен юратнă мелӗ пулса тăрать. Хӗрарӑмсен эрнен иккӗмӗш çурринче сывлӑхпа çыхӑннӑ ыйтусем сиксе тухӗç. 

УХĂÇĂ 23.XI –21.XII 

Чылайранпа пӗрремӗш хут эсир хӑвăр вӑя шанатăр, пуласлӑхшӑн лӑпкӑ. Халӗ пур укçана тупӑшлӑ ӗçе хывсан аван, вӑл тата пысӑкрах тупӑш кӳрӗ. Арçынсен çулçӳревӗ ăнăçлă иртет. Хӗрарӑмсене ӗçе малалла тӑсма оптимизмпа хастарлӑх пулӑшӗç.

ТУ КАЧАКИ 22.XII – 20.I 

 Ăмсанакансенчен ан хӑрӑр, çӑлтӑрсем сире вӗсенчен хӳтӗлӗç. Арçынсен интуицие шанмалла, вӑл тӗрӗс хурава лайӑх пӗлет. Хӗрарӑмсем пуçлӑхпа е ашшӗ-амӑшӗпе калаçни конструктивлӑ та тухӑçлӑ пуласса шантарать.

ШЫВТĂКАН 21.I – 19.II 

Бизнесменсен  ӑнӑçлӑ эрне, тухӑçлӑ кӑтартусем. Арçынсен шанчӑксӑр çынсене çывăха ямалла мар, вӗсемпе тахçантанпах туслӑ пулсан та. Хӗрарӑмсен теветкелленменни халь чи тӗрӗс йышăну – çирӗп кăмăлпа кулленхи ӗçе пурнăçламалла. 

ПУЛĂСЕМ 20.II – 20.III 

Самантлăх кăмăл еккипе çынсемпе çыхăнусене татмалла мар. Арçынсене харкам ыйтусене ăнăçлăн татса пама меллӗ. Харкам пурнăçра ырă улшăнусем пулӗç. Хӗрарӑмсен перекетлӗрех пулмалла, хаклă япала туянса укçа тăкакламалла мар.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: гороскоп