Чăваш Меккин экологийӗ хрушлăхра
Чăваш Мекки шутланакан Слакпуç, унпа юнашар вырнаçнă Силпи, Краснояр, Канаш чăваш ялĕсен илемĕпе мĕн чухлĕ çул çӳревçĕ киленмест пулĕ? Мĕн кăтартăпăр эпир вĕсене малашне? Тĕрлĕ каяш айне пулнă çунса пĕтнĕ хура çĕре-и?
«К.Иванов çӗршывне çăлăр!» – тесе çырнă Пушкăртстанри Слакпуç ял хутлăхӗн çыннисем Чăваш тата Пушкăртстан культура министрӗсем патне янă çырура. Йăхташсен пăшăрханмалли сăлтавӗ чăнах та пур иккен. «Урал сасси» хаçат пӗлтернӗ тăрăх, «Пушкăрт аш-какай компанийĕ» ООО Шаровка ял Канаш çĕрĕ çинче (Слакпуçӗнчен 5 çухрăмра) сысна ĕрчетмелли пысăк комплекс тăвасшăн иккен. Ферма лартма палăртнă вырăнтан аякра та мар Краснояр ял çыннисем усă куракан çăлкуçсем вăй илеççĕ. Халăх пысăк ял хуçалăх предприятийĕ экологие сиен кӳресрен, ферма каяшĕ çынсем шыв ăсакан çăлкуçсене лекесрен пăшăрханать.
Кăшт маларах инвесторсем Шаровка ялне килсе халăха пулас ял хуçалăх предприятийĕн проекчĕпе паллаштарнă. Краснояр ялĕнче пурăнакансене вара чĕнмен, ферма вĕсен çумĕнчех пулассине те шута илмен. Проект тăрăх, комплекс нимĕнле хăрушлăх та кăларса тăратмалла мар имĕш. Çапах та халăх шанмасть. Краснояр çыннисем ыйтнипе çак кунсенче Пелепей район администрацийĕн пуçлăхĕ Азат Сахабиевпа унăн çумĕ Владимир Усаков, район администрацийĕн информаципе аналитика уйрăмĕн пуçлăхĕ Зульфия Хайдарова, районти тĕп эколог Мария Федорова тата ыт.те Слакпуç ялĕнче пулнă.
Ял çыннисем тӗлпулура мегаферма вырăнне вырăнти фермер хуçалăхĕсене, хурт-хăмăр ĕрчетес ĕçе, туризма аталантарма сĕннӗ. Урăхла май çуках пулсан, ферма лартмалли вырăна кăшт айккинерех куçарма ыйтнă.
- Чăваш Мекки шутланакан Слакпуç, унпа юнашар вырнаçнă Силпи, Краснояр, Канаш чăваш ялĕсен илемĕпе мĕн чухлĕ çул çӳревçĕ киленмест пулĕ? Мĕн кăтартăпăр эпир вĕсене малашне? Тĕрлĕ каяш айне пулнă çунса пĕтнĕ хура çĕре-и? – теççӗ пăшăрханса кунти чăвашсем.
Чăн та, тӗлпулăвăн тухăçлăхӗ пирки хальлӗхе калама иртерех. Район администраци пуçлăхӗ ял çыннисене лайăх шухăшлама сӗннӗ, мӗншӗн тесен комплекс вӗсене çӗнӗ ӗç вырăнӗсемпе тивӗçтерет вӗт. Çапах пуçлăх халăх сӗнӗвӗсене те шута илме шантарнă. Çитес кунсенче кунта тата инветорсем хăйсем тӗлпулăва килмелле-мӗн. (Ф.Кузьмин сăнӳкерчӗкӗ).
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев