Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Тӗп хыпар

ЧĂВАШ ЖУРНАЛИСЧӖСЕМ ВӖРЕНӲРЕ

Журналистика факультетӗнче хальхи вăхăтра та Тутарстан çамрăкӗсем вӗренеççӗ. Анатолий Порфирьевич сăмахӗсемпе, вӗсен потенциалӗ пысăк. Чăвашла массăллă хыпар хатӗрӗсем валли специалистсем хатӗрлес енӗпе журналистика кафедри «ТАТМЕДИА» АОпа, «Сувар» хаçатпа ӗçлеме хатӗр.

Тутарстанра тухса тăракан хаçатсен (Хусанта тата Нурлат, Пăва, Аксу, Çӗпрел районӗсенче тухса тăракан чăваш хаçачӗсен) журналисчӗсем паян «ТАТМЕДИА» АОра вӗренӳ иртрӗç. Куçару ӗçӗн хăйне евӗрлӗхӗсене И. Ульянов ячӗллӗ Чăваш патшалăх университечӗн чăваш, вырăс филологийӗсен тата журналистика факультечӗн журналистика кафедрин ертӳçи А.П. Данилов профессор, Г.В. Хураськинăпа Л.А. Васильева доцентсем вӗрентрӗç.

Кун пек тӗлпулусем «Сувар» хаçат коллективӗшӗн çӗнӗлӗх мар пулсан, районтисемшӗн сайра пулакан япала. Вӗсен нумай чухне хăйсем тӗллӗн ӗçлеме тивет. Шел те, кадрсем çитменнипе хальхи вăхăтра йывăрлăхӗсем нумай. Штат пӗчӗк, 1-3 çынран ытла мар, çавăнпа кун пек вӗренӳсем вӗсене çав тери кирлӗ.

Практика пайӗ пуçланиччен малтан А.П. Данилов Университет ректорӗн А.Ю. Александровăн «Сувара» 25 çулхи юбилейпе янă саламне çитерчӗ. Унтан кафедрăн ӗçӗ-хӗлпе паллаштарчӗ. Палăртса хăвармалла, чăвашла массăллă хыпар хатӗрӗсем валли журналистсене Раççейре пӗр çак университет кăна хатӗрлет. Чăваш журналисчӗсене пулăшасси, регионсем валли специалистсем хатӗрлесси кафедрăн тӗп тӗллевӗсенчен пӗри. Чăн та, 3 çул бюджетлă вырăнсем пулманни ку ӗçе самай чăрмантарнă-ха. Телее, лару-тăру халӗ лайăхланнă. Кăçалхи вӗренӳ çулӗнче Мускав 16 бюджетлă вырăн уйăрнă иккен. Регионсенчи чăваш ачисене вӗренме кӗме çăмăллăхсем тата та пур. Калăпăр, абитурентăн пултарулăхне тӗрӗслемелли сочинение е сăмах вӗççӗн экзамена вӗсем чăвашла тытма пултараççӗ.

 Журналистика факультетӗнче хальхи вăхăтра та Тутарстан çамрăкӗсем вӗренеççӗ. Анатолий Порфирьевич сăмахӗсемпе, вӗсен потенциалӗ пысăк. Пăва район хӗрӗ, 4-мӗш курс студентки Вероника Козлова, тӗслӗхрен, производство практикине те Пăва районӗнчи чăваш дубляжӗнче иртнӗ. Тутарстанри  чăвашла массăллă хыпар хатӗрӗсем валли специалистсем хатӗрлес енӗпе -журналистика кафедри «ТАТМЕДИА» АОпа, «Сувар» хаçатпа ӗçлеме хатӗррине пӗлтерчӗ. (Автор сăнӳкерчӗкӗсем).

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Чуваши Татарстана