Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Тӗп хыпар

ХУСАНТА ТА АНШЛАГ

Кулленхи пурнăç йывăрлăхӗсенчен канмалли, çав вăхăтрах тарăн шухăша яракан постановка кашни ял çыннине çывăххипе те паха. Унти кулăш та, артистсен чӗлхи те пурне те ăнланмалла. Апрелӗн 11-мӗшӗнче Хусанта « Туя туй пек тăвар-и?» спектакль пулчӗ.

Театр çулталăкне халалласа Хусанта К.Иванов ячӗллӗ Чăваш патшалăх академи драма театрӗ спектакльпе, çитменнине камитпе, килессине пӗлсенех пирӗн редакци телефонӗ пӗр вӗçӗмсӗр шăнкăртатма чарăнмарӗ. Хусансем кăна мар, районсенчен те билет ыйтакансем йышлăн пулчӗç. Кайпăç районӗнчи кӳлпуçсем, тӗслӗхрен, автобуспах тиенсе килчӗç, 17-ӗн. Анат Кама, ытти районсен çулне кӗскетекенсем те сахалах марччӗ. Апрелӗн 11-мӗшӗнче халăх чăнах та нумай пухăнчӗ «Ак Барс» Çамрăксен центрне.

  

А.Тарасов пьесипе В.Яковлев режиссер лартнă «Туя туй пек тăвар-и?» спектакль çулталăк каялла театрăн репертуарне кӗнӗ пулсан та кашнинче аншлагпа иртет. Кулленхи пурнăç йывăрлăхӗсенчен канмалли, çав вăхăтрах тарăн шухăша яракан постановка кашни ял çыннине çывăххипе те паха. Унти кулăш та, артистсен чӗлхи те пурне те ăнланмалла. Çапах та автор кунта паянхи пӗтсе пыракан чăваш ялӗн пурнăçне унта пурăнакансен, ытларах ӗнтӗ ват çынсен, хутшăнăвӗсем урлă кăтартать. Мӗншӗн тесен çамрăксем хулана саланнă. Çукрах вӗсем ялта. Пурте юратакан артистсем Н.Яковлева, Л.Федорова, Н.Григорьева, П.Садовников, В.Иванов, Э.Назарова тата ыттисем яланхи пекех рольсене питӗ ăста та ӗненмелле вылярӗç.

Сăмах май, ку камите Санкт-Петербург чăвашӗсем хусансенчен маларах курчӗç. Театр унта гастроле шăпах çак постановкăна илсе кайнă пулнă. Çитес вăхăтра театр каллех çула тухать. Тюмень, Тольятти, Димитровград тата ытти хуласене çитсе килӗ. Çапла майпа Театр çулталăкӗнче чăвашенсене кăна мар, Раççейри ытти регионсенчи чăвашсене те чăвашла постановкăсемпе савăнтарма хатӗрленеççӗ, Тав вӗсене куншăн.

Чăн-чăн сцена ăсти, пуян опытли пулсан та, спектакль пуçланас умӗн хумханать. Тӗнчери чăвашсен юратăвне çӗнсе илнӗ тава тивӗçлӗ артистсем Н.Яковлева, Л.Федорова, Н.Григорьева та акă хумханнине пытармарӗç. «Лайăх иртессе иккӗленместпӗр-ха, çапах та кашни регионти куракан хăйне евӗрлӗ, шупашкарсене хăнăхнă эпир. Хусансем епле йышăнӗç-ши?» – терӗç вӗсем. Мӗн, мӗн те Хусанти куракан чăн-чăн искусствăна хаклама пӗлет. Хальхинче те лайăх спектакльпе савăнтарнăшăн артистсене куракансем ура çине тăрса темӗнччен алă çупса тав турӗç. Çапла вара  А.Тарасов пьесипе В.Яковлев режиссер лартнă «Туя туй пек тăвар-и?» спектакль Хусанта та  аншлагпа иртнине çирӗплетсех калама пултаратпăр, тепӗр тесен, урăхла пулма та пултарайман.

(Ю.Капитонов сăнӳкерчӗкӗсем). 

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Год Театра

2
X