Ананаспа маршмеллоу салачĕ
Тӗпелте

Ананаспа маршмеллоу салачĕ

1 банка консервăланă ананас (250 г), 4 ывăç маршмеллоу, 2 апельсин, 200 г симӗс виноград, 200 г ваниль йогурчӗ, 10 г сахăр пудри, илемлетме чие çырли кирлӗ.

Апельсина шуратмалла та пайăн-пайăн уйăрса пленкинчен тасатмалла, турамалла. Винограда çурмалла касмалла. Консервăланă ананаса банкăран кăларса дуршлаг çине хурса сăрăхтармалла, унтан турамалла.

Ингредиентсене хутăштармалла та десерт турилккисем е пӗчӗк салатницăсем çине хурса тухмалла, йогурт хушмалла, илемлетмелле.


Рецепты

Нет комментариев