Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Тӗпелте

Апачĕ тутлă пултăр!

Кăмпа тататпăр, хатӗрлетпӗр, çиетпӗр

«ГРИБОВНИЦА» ЯШКА
Тин кăна татса килнӗ кăмпана тасатса çумалла та пысăках мар тăваткалсем туса вакламалла. Унтан вӗресе тăракан шыва ярса 2-3 минут пӗçермелле. Кăмпана чӳхесе яшка кастрюльне ярса тата 30 минут вӗретмелле.
Çак вăхăтра кишӗрпе çӗрулмие çуса шуратмалла. Ваккăн туранă сухана, пысăк шăтăклă теркăпа вӗтетнӗ кишӗре çатма çинче ăшаламалла. 
Тепӗр 30 минутран вӗрекен кăмпа çине çӗрулми ямалла. 10 минут пӗçерсен ăшаланă кишӗрпе сухан хушмалла. Хăвăра кирлӗ чухлӗ тăвар, хура пăрăç ярса вăйсăр çулăм çинче çӗрулми пиçиччен пӗçермелле. Юлашкинчен лавр çулçи, хăвăра кăмăла каякан укроп-тавраш ямалла. Çулăм çинчен илсен яшкана 15-20 минут «кантармалла» та хăймапа çимелле. 
Тин татса килнӗ 500 г кăмпа (хуть мӗнли те юрать), 400 г çӗрулми, 150 г кишӗр, 150 г сухан, 1 шт лавр çулçи, 50 г тип çу, 2,5 литр шыв, укроп-тавраш кирлӗ.

КУПĂСТАПА КĂМПА КУКĂЛӖ
Аяларах асăннă ингредиентсенчен чуста çăрмалла та ăшă çӗре хăпарма лартмалла. Çак вăхăтра ăшлăх хатӗрлемелле.
Кун валли тин татса килнӗ пиçнӗ кăмпа та, маринадлани те юрать. Чăн малтан вӗттӗн туранă сухана услам çу çинче хӗреличчен (6 минут) ăшаламалла, унтан туранă чӗрӗ купăста хушса тата 15 минут тытмалла. 
Чустана икӗ пая пайламалла. Пӗр пайне çу сӗрнӗ çатма çине йӗтӗрлесе сармалла, унтан ăшлăха пӗр тикӗссӗн хумалла. Тепӗр пайӗпе хупласа хӗррисене çыпăçтармалла. 180 градус таран хӗртнӗ духовкăра 30 — 35 минут пӗçермелле.
Чуста валли: 0,5 кг çăнăх, 200 мл сӗт, 2 шт çăмарта, 2 апат кашăкӗ услам çу, 1 апат кашăкӗ сахăр песокӗ, 30 г чӗрӗ çӗпре, 1 чей кашăкӗ тип çу, ванилин;
Ăшлăх валли: 600 г купăста, 250 г кăмпа, пӗр пуç сухан, 3 апат кашăкӗ услам çу, тăвар, пăрăç кирлӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Рецепты