Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Тӗпелте

ÇĂВАРНИ ИКЕРЧИ

Манна кӗрпипе сӗлӗ хăрпăкне чашăк çине ярса хутăштармалла, кефир хушмалла

1,5 сехет çаплипех лартмалла. Çăмартана кăшт лăкаса илмелле те хутăш çине ямалла. Сахăр песокӗ, тăвар, апат соди, тип çу хушса лайăх пăтраштармалла. Çуланă çатма çинче икерчӗ пӗçермелле. Икерчӗсене ирӗлтернӗ услам çупа сӗрмелле.

170 г манна кӗрпи, 80 г сӗлӗ хăрпăкӗ (овсяные хлопья), 0,5 л кефир, 3 çăмарта, 2 кашăк сахăр песокӗ, çур чей кашăкӗ апат соди, пӗр чӗптӗм тăвар, 3 кашăк тип çу, икерчӗсене çулама услам çу кирлӗ. 

 

ВАНИЛЬ ТУТИЛЛӖ ИКЕРЧӖ – ТĂПĂРЧПА

Сӗт çине çăмарта тата сахăр песокӗ ярса лайăх пăтраштармалла, алланă çăнăх хушса чуста хатӗрлемелле. Пăтраштарнă май тип çу тата тин вӗренӗ шыв хушмалла. Хатӗр чустана пӗр 15 минут ахалех лартмалла. Унтан çуланă çатма çинче икерчӗ пӗçермелле. Икерчӗсем çине 1 кашăк ăшлăх (тăпăрч çине сахăр песокӗ, ванилин тата хăйма хушса пăтраштармалла) хумалла та конверт пек хутлатмалла. 

400 мл сӗт, 2 çăмарта, 2 кашăк сахăр песокӗ, пӗр чӗптӗм тăвар, 260 г çăнăх, 3 кашăк тип çу, 200 мл тин вӗренӗ шыв, 0,5 кг тăпăрч, 3 кашăк сахăр песокӗ, 4 кашăк хăйма, 2 г ванилин кирлӗ. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев