Çăварни икерчи
Çăнăх çине разрыхлитель, тăвар, сахăр песокӗ тата 750 мл ăшă сӗт хушмалла, пăтраштармалла.
Юлнă сӗтпе шыва вӗреме кӗртмелле те чуста çине ямалла. Çăмартапа тип çăва уйрăммăн лăкаса чуста çине хушмалла, лайăх пăтраштармалла. Хӗртнӗ, çупа сӗрнӗ çатма çинче икӗ енӗпе те икерчӗ ăшаламалла. Çак рецептпа пӗçернӗ икерчӗ çине ăшлăх хурса чӗркеме те юрать.
1 л сӗт, 300 мл шыв, 600 г çăнăх, 3 çăмарта, 3 кашăк тип çу, 2 кашăк сахăр песокӗ, 1 чей кашăкӗ разрыхлитель, кăштах тăвар кирлӗ.
Ăшлăх – икерчӗ валли
Ашпа
350 г пиçнӗ аш (мясорубка витӗр кăлармалла);
2 пуç сухан (услам çу çинче ăшаласа илмелле);
тăвар, пăрăç.
Тăпăрчпа
500 г тăпăрч;
3 кашăк хăйма;
2-3 кашăк сахăр
песокӗ.
Кăмпапа
200 г шампиньон (ăшаламалла);
2 пуç сухан (ăшаламалла);
100 г сыр;
1 шăл ыхра, ешӗл укроп.
Çӗрулмипе
500 г çӗрулми нимӗрӗ;
300 г кăмпа (ăшаламалла);
1 кишӗрпе 2 пуç сухан (тип çу çинче ăшаламалла);
тăвар тата пăрăç.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев