ФАСОЛЬПЕ ПӖÇЕРНӖ ÇӖРУЛМИ
6-7 çӗрулми, 300 г консервăланă фасоль, 1 пылак пăрăç, 1 пуç сухан, 1 кишӗр, 40 г томат пасти, 150 мл вӗри шыв, 2 шăл ыхра, специсем кирлӗ
Пахча çимӗçсене турамалла. Кишӗрпе сухана, пылак пăрăçа тип çу çинче ăшаламалла. 5-6 минутран туранă çӗрулми, вӗри шывра ирӗлтернӗ томат пасти, тăвар, специсем хушмалла та хупласа 20–25 минут пӗçермелле. Унтан фасоль тата ыхра хушса тата 5-6 минут пӗçермелле.
.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев