Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Тӗпелте

КУЛИЧ МӖНЛЕ ПӖÇЕРМЕЛЛЕ

2 кг яхăн çăнăх, 100 г çӗпре, 2 стакан сахăр песокӗ, 1 л сӗт, 5 çăмарта, 10 çăмарта сарри, 300 г маргарин, 200 г услам çу, 0,5 л хăйма, 300 г иçӗм çырли, 5 пакетик (10 г) ванилин кирлӗ

1 литр ăшă сӗт çине çӗпре ярса ирӗлтермелле. 1 кашăк сахăр песокӗ хушмалла, пăтраштармалла. 3 кашăк çăнăх хушса пăтраштармалла та кăвас чустине 2 сехете ăшă çӗре лартмалла – йӳçтӗр. 10 çăмарта саррипе 5 çăмарта çине 1-2 стакан сахăр песокӗ хушса кăпăкланиччен пăтратмалла. Маргарина, услам çăва тата хăймана хутăштармалла. Иçӗм çырлине лайăх çуса типӗтмелле, çăнăх çинче йăвалантармалла. Палăртнă икӗ сехет иртсен кăвас чусти çине çăмартапа сахăр, çупа хăйма хутăшӗсене ямалла, лайăх пăтраштармалла. Пӗчӗккӗн-пӗчӗккӗн çăнăх хушса чуста çăрмалла. Ăшă çӗре лартса хăпарасса кӗтмелле. Унтан чустана тепӗр хут лайăх çăрмалла та иçӗм çырлипе ванилин хушмалла. Чустана çу сӗрнӗ пергамент хут сарнă формăсене çурри таран хурса тухмалла. Хăпариччен кӗтмелле те духовкăра хатӗр пуличчен пӗçермелле. Хатӗр куличсене глазурьпе (2 çăмарта шурри çине сахăр пудрипе лимон сӗткенӗ хушса лайăх пăтраштармалла) сӗрмелле, кондитер изделийӗсене илемлетекен посыпкăпа сапмалла.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев