Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Тӗпелте

КУПĂСТА КУКĂЛӖ

180 градус таран хӗртнӗ духовкăра 30 минут пӗçермелле

Купăстана турамалла, тăвар сапса ирмелле. Ун çине вак туранă симӗс укроп хушмалла. Уйрăм савăтра çăмарта лăканă хыççăн ытти ингредиентсене ярса лайăх пăтратмалла. Чуста çăра хăйма евӗр пулмалла. Çатмана услам çу сӗрмелле те малтан купăста хумалла, ун çине чуста ямалла. Çиеле кунжут вăрри сапмалла. 180 градус таран хӗртнӗ духовкăра 30 минут пӗçермелле.

500 г çамрăк купăста, 3 çăмарта, 5 апат кашăкӗ хăйма, 3 апат кашăкӗ майонез (е турăх), 6 апат кашăкӗ çăнăх, 2 чей кашăкӗ разрыхлитель, 1 чей кашăкӗ тăвар,  ½ ывăç симӗс укроп, кăштах кунжут кирлӗ.

Владимир Васильев сăнӳкерчӗкӗ, «Татар-информ»

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев