КУПĂСТАРАН СОЛЯНКА ПӖÇЕРЕТПӖР
Лайăх стерилизациленӗ банкăсене вӗриллех тултарса хупмалла. Пуçхӗрлӗ çавăрса хумалла та ăшă япаласемпе чӗркесе пӗр талăк лартмалла.
Купăстана, сухана, хуппине сӳнӗ помидора турамалла, кишӗре шулт-ра теркăпа вӗтетмелле. Мӗнпур пахча çимӗçе хулăн тӗплӗ кастрюле ямалла. Тăвар, сахăр песокӗ тата тип çу ярса йывăç кашăкпа тирпейлӗн пăтратмалла та вăйсăр çулăм çине лартмалла. Вӗреме кӗнӗ хыççăн тата 2 сехет пӗçермелле. Тӗпӗ ан çунтăр тесе вăхăтран вăхăта пăтратса тăмалла. 2 сехет иртнӗ хыççăн пăрçа йышши хура пăрăç, лавр çулçи тата уксус ярса пăтратмалла та çулăм çинчен илмелле.
Лайăх стерилизациленӗ банкăсене вӗриллех тултарса хупмалла. Пуçхӗрлӗ çавăрса хумалла та ăшă япаласемпе чӗркесе пӗр талăк лартмалла.
3 кг купăста, 2 кг помидор, 2 кг кишӗр, 10 пӗрчӗ пăрçа йышши хура пăрăç, 4 лавр çулçи, 150 гр 9 процентлă уксус, 400 мл тип çу, 1 стакан сахăр песокӗ, 4 апат кашăкӗ тăвар кирлӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев