Лаваш – панулмипе
Тӗпелте

Лаваш – панулмипе

Панулмие çумалла, хуппине шуратмалла, вăррине кăлармалла та вак тăваткалсем çине турамалла.

Çатма çине хурса 1-2 кашăк шыв хушмалла та плита çине лартмалла, хупласа кăшт çемçеличчен (салансах ан кайтăр) пӗçермелле. Енчен те панулми шывланчӗ пулсан, ытлашши шывне тăкмалла. Кăшт сивӗтмелле. Лаваша тăватă пая касмалла. Кашнин хӗррине пӗр тăрăх ăшлăх (панулми) хумалла, сахăр песокӗ сапмалла, корица, иçӗм çырли тата вӗтетнӗ мăйăр хушма юрать. Трубка пек чӗркемелле. Икӗ енчен те ăшаламалла. Сахăр пудри сапмалла. 

2 çӳхе лаваш (35×35 см), 500 г панулми, 2 кашăк сахăр песокӗ, 4 кашăк тип çу, сахăр пудри кирлӗ. 


Рецепты постное меню

Нет комментариев