«ЛЮКС» САЛАТ
130 г рис, 250 г крабовăй палочки, 1 банка консервăланă кукуруза, 3 çăмарта, 3 маринадланă хăяр, 3 кашăк хăйма, 3 кашăк майонез, укроп, хӗрлӗ вăлча кирлӗ.
Рис кӗрпине лайăх çуса хатӗр пуличчен пӗçермелле. Пиçнӗ çăмартан саррипе шуррине уйăрмалла. Крабовăй палочкине, хăяра тата çăмарта шуррине турамалла та сивӗннӗ риспа, кукурузăпа пӗрлештермелле. Тăвар, хăймапа хутăштарнă майонез хушса пăтраштармалла. Çиелтен теркăланă çăмарта саррипе, укроппа тата хӗрлӗ вăлчапа илемлетмелле.
Михатил Захаров сăнӳкерчӗкӗ
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев