МĂНКУН ПӖÇЕРМЕЛЛИ РЕЦЕПТ
2 çăмарта, 120 г сахăр песокӗ, 10 г ваниль сахăрӗ, 250 г 33-35 процентлă шӗвӗ хăйма (сливки), 500 г тăпăрч, 50 г услам çу, 50 г курага, 50 г аçтăрхан мăйăрӗн тӗшши, 5 г желатин, 30 мл шыв кирлӗ
Желатина сивӗ шыв çине ярса ирӗлтермелле. Çăмартапа сахăр песокне лăкамалла, шӗвӗ хăйма (сливки) хушмалла. Плита çине лартса пӗрмай пăтраштарса тăрса çăраличчен тытмалла (вӗреме кӗртмелле мар). Унтан лӗп пуличчен сивӗтмелле. Тăпăрч тата услам çу хушса блендерпа пăтраштармалла. Вӗтетнӗ аçтăрхан мăйăрӗ, туранă курага, ирӗлтернӗ желатин хушса пăтратмалла. Хутăша пасочница çине тултармалла, çиелтен пленкăпа витмелле те пӗр каçлăха холодильнике лартмалла. Ирхине асăрхануллăн кăларса илмелле, илемлетмелле.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев