ПЕКИН КУПĂСТИПЕ КУКУРУЗА САЛАЧӖ
Пекин купăсти, 1 банка консервăланă кукуруза, 1 кишӗр, 40 г симӗс сухан, 2 шăл ыхра, 3 кашăк туранă укроп, 2 кашăк лимон сӗткенӗ, 4 кашăк тип çу, 1 чей кашăкӗ сахăр песокӗ, кăшт тăвар кирлӗ.
Купăстана турамалла, кишӗре теркăпа хырмалла. Симӗс суханпа укропа çуса типӗтмелле, вӗттӗн турамалла. Туранă купăстана алăпа пуса-пуса çемçетмелле, салатница çине ярса ытти ингредиентсемпе хутăштармалла. Заливка хатӗрлемелле: ыхра шăлне пресс витӗр кăлармалла, тăвар, сахăр песокӗ, лимон сӗткенӗ тата тип çу хушса пăтраштармалла. Салат çине ямалла.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев