РАГУ – БАКЛАЖАНПА КАБАЧОКРАН
Пӗрер баклажан, кабачок, пылак пăрăç, кишӗр, сухан, 3 кашăк çăнăх, 3 кашăк тип çу, çур чей кашăкӗ сахăр песокӗ, кăштахшар тăвар тата вӗтетнӗ хура пăрăç кирлӗ.
Помидора тăрринчен пит тарăн мар хӗреслесе касмалла та 1-2 минута вӗри шыва чиксе кăлармалла. Унтан хуппине сӳсе илсе блендерпа пăтраштарса нимӗр тумалла. Баклажана çурма ункăн турамалла та çăнăх çинче йăвалантармалла. Пылак пăрăçа, кабачока, кишӗре, сухана турамалла. Хулăн тӗплӗ кастрюле тип çу ямалла. Малтан кишӗрпе сухан, ун çине кабачок, вара баклажан, пылак пăрăç хумалла, çиелтен томат хутăшӗ ямалла. 1 стакан шыв хушмалла та вăтам çулăм çинче хупласа 15-20 минут пӗçермелле. Кăштах вӗренӗ хыççăн пăтраштарса ямалла, сахăр песокӗ, тăвар тата вӗтетнӗ хура пăрăç хушмалла. Вăтам çулăм çинче 20-25 минут пӗçермелле.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев