Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Тӗпелте

РОГАЛИК – ПОВИДЛĂПА

720 г çăнăх, 200 мл ăшă сӗт, 3 кашăк сахăр песокӗ, çӗпре (типпи те юрать), 250 г маргарин; ăшлăх валли повидло, кăшт вӗтӗ тăвар, 1 çăмарта сарри, илемлетме кунжут кирлӗ.

 

Ăшă сӗт çине çӗпре тата сахăр песокӗ хушса пăтраштармалла. Ирӗлтернӗ маргарин, тăвар, алланă çăнăх хушса чуста çăрмалла та таса алшăллипе витсе 1-1,5 сехете сулхăн çӗре лартмалла. Унтан чустана тăватă пая пайламалла. Кашни пайне 32-33 сантиметр диаметрлă, 5 миллиметр хулăнăш йӗтӗрлемелле. Кашни çаврашкана 8 пая касмалла, виçкӗтеслӗх евӗр касăксем пулаççӗ. Сарлакарах енне 1 чей кашăкӗ повидло хумалла та чустана çавăрттарса рогалик тумалла. Пергамент хут сарнă противень çине хурса кашнине лăканă çăмарта саррипе сӗрмелле, кунжут сапмалла. Духовкăра 20–25 минут пӗçермелле. 

Михаил Захаров сăнӳкерчӗкӗ

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев