Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Тӗпелте

САЛАТ – ХӖРЛӖ ПУЛĂПА

Хӗрлӗ пулла пӗчӗкех мар тăваткалсем çине турамалла та тăвар, пăрăç сапса тип çу çинче ăшаламалла

Хăяра çӳхе çурма çаврашкасем çине турамалла, вак помидора икке касмалла. Салата тураса хăярпа тата помидорпа хутăштармалла. Пулă, вăлча тата сыр хушмалла, лимон сӗткенӗ сапмалла.

300 г хӗрлӗ пулă (лосось), 2 хăяр, 8 черри помидор, айсберг салат, тăпăрч сырӗ, 2-шер кашăк хӗрлӗ пулă вăлчи тата тип çу, 1 чей кашăкӗ лимон сӗткенӗ, пăрăç тата тăвар кирлӗ. 

КУКĂЛЬ – ГЕРКУЛЕСРАН

Çăмарта çине сахăр песокӗ хушса лайăх пăтраштармалла. Курагана лайăх çумалла, унтан вӗри шыв ярса шӳтермелле, вара унран нимӗр туса çăмартапа сахăр хутăшӗ çине ямалла. Рис çăнăхӗпе хутăштарнă авăртнă геркулес, вӗтетнӗ мăйăр, уксуспа кăпăклантарнă апат соди хушса чуста çăрмалла. Грушăна касăкăн-касăкăн тураса пергамент хут сарнă кукăль пӗçермелли форма çине сапаласа хумалла, çиелтен чуста ямалла. Духовкăра 45–50 минут пӗçермелле.

3-4 груша, 3 çăмарта, 270 мл çăра турăх (ряженка, кефир), 180 г геркулес, 80 г рис çăнăхӗ, 60 г вӗтетнӗ мăйăр (фундук), 150 г курага, 2 кашăк сахăр песокӗ, çур чей кашăкӗ апат соди, 1 чей кашăкӗ панулми уксусӗ, корица кирлӗ. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев