Типӗ апачӗ – шоколадлă кекс
Алланă çăнăх çине какао порошокӗпе разрыхлитель хушса пăтраштармалла. Пыла ирӗлтермелле те апельсин сокӗпе пӗрлештермелле, сахăр песокӗ тата тип çу хушмалла.
Икӗ хутăша пӗрлештерсе чуста хатӗрлемелле. Чуста çине кăмăл пулсан вакланă мăйăр, иçӗм çырли е типӗтнӗ улма-çырла хушма юрать. Кекс пӗçермелли ятарлă формăсене киçтӗкпе çуламалла, хатӗр чустана хурса тухмалла. Духовкăра хатӗр пуличчен пӗçермелле.
150 г çăнăх, 1 кашăк какао-порошок, 1 чей кашăкӗ разрыхлитель, 20 г пыл, 100 мл апельсин сокӗ, 80 г сахăр песокӗ, 2 кашăк тип çу кирлӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев