Хӗлле валли тутлă помидор хатӗрлетпӗр
Çуса типӗтнӗ помидорсене тăватă пая касмалла. Пӗр кишӗре, йӳçӗ пăрăçа, 2 пылак пăрăçа тата ыхрана мясорубка витӗр кăлармалла. Юлнă пылак пăрăçа турамалла, кишӗре корейла салатсем тунă чух усă куракан теркăпа хырмалла, укроппа петрушкăна вӗттӗн турамалла.
Мясорубка витӗр кăларнă хутăша, укроппа петрушкăна, туранă пылак пăрăçпа теркăланă кишӗре кастрюле хурса тăвар, сахăр песокӗ, тип çу тата уксус хушса лайăх пăтраштармалла (сахăр песокӗпе тăвар ирӗличчен). Ку хутăш заправка пулать. Помидора заправкăпа черетлесе таса банкăна тултармалла. Хупламалла та холодильникре упрамалла.
Кирлӗ: 2 кг помидор, 4-6 пылак пăрăç, 2 йӳçӗ пăрăç, 10 шăл ыхра, 2 шултра кишӗр, ешӗл укроппа петрушка; заправка валли çур стакан 9% уксус, 100 г тип çу, 100 г сахăр песокӗ, 2 кашăк тăвар.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев