ЗАПЕКАНКА – ПАНУЛМИПЕ
100 г çăнăх, 200 г тăпăрч, 3 çăмарта, 100 г сахăр песокӗ, 1 чей кашăкӗ разрыхлитель, 1 кашăк услам çу, 1 пӗчӗк пакет ванилин, 1 кашăк çуса типӗтнӗ иçӗм çырли, 2 панулми кирлӗ
Çăмартана услам çу тата сахăр песокӗ хушса лайăх лăкамалла. Тăпăрч çине ванилин хушмалла. Ингредиентсене пӗрлештермелле. Алланă çăнăхпа разрыхлитель, иçӗм çырли хушса лайăх пăтраштармалла. Форма çине ямалла. Çиелтен панулми касăкӗсем хурса тухмалла. Духовкăра хатӗр пуличчен пӗçермелле.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев