ЗАПРАВКА – БОРЩ ВАЛЛИ
Пахча çимӗçсене пысăк кастрюле ярса тăвар, сахăр песокӗ, уксус, тип çу хушса пăтраштармалла та вăтам çулăм çине пӗçерме лартмалла.
Пахча çимӗçсене çуса шуратмалла. Сухана çурма ункăн, пылак пăрăçа тата помидора тăваткалăн турамалла, хӗрлӗ кăшманпа кишӗре шултра шăтăклă теркăпа хырмалла. Пахча çимӗçсене пысăк кастрюле ярса тăвар, сахăр песокӗ, уксус, тип çу хушса пăтраштармалла та вăтам çулăм çине пӗçерме лартмалла. Хутăш ытларах сӗткен кăларма пуçласан çулăма пысăклатмалла та пăтраштаркаласа тăрса 30 минут пӗçермелле. Стерилизациленӗ банкăсене тултарса хупламалла.
3 кг хӗрлӗ кăшман, 1 кг кишӗр, 1 кг сухан, 1 кг пылак пăрăç, 1 кг помидор, 1 стакан сахăр песокӗ, 3 кашăк тăвар, 1 стакан тип çу, çур стакан 9 процентлă уксус кирлӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев