Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Пушкин карттипе 14-рисем кино пăхма юратаççӗ. 22 çултисем?

«Пушкин картти» федераци проектне пурнӑçа кӗртессипе Тутарстан Раççейри малта пыракан регионсенчен пӗри

 

Тутарстан «Çемье» наци проекчӗн витӗмӗпе пуçарнă «Пушкин картти» проектпа хастар усӑ куракансен шучӗпе Мускав, Санкт-Петербург тата Красноярск крайӗ хыççӑн Раççей регионӗсен хушшинче пирӗн республика тӑваттӑмӗш вырӑн йышӑнать. 2026 çулхи апрель тӗлне Пушкин карттипе тăтăш усă куракан 403 пин çамрӑка регистрациленӗ. 

Кун пирки ӗнер ТР Культура министерствин стратегилле планлассипе прогноз тăвас енӗпе ӗçлекен уйрăмăн пуçлӑхӗ Айгуль Софийская «Татар-информ» инфрмаци агентствинче иртнӗ пресс-конференцире пӗлтерчӗ. 

Билетсене Пушкин карттипе туянассипе çӗршыв субъекчӗсен хушшинче Тутарстан Санкт-Петербург хыççӑн иккӗмӗш вырӑн йышӑнать. Унта çынсем билетсене хастартарах туянаççӗ. 

Апрельте Пушкин карттипе билетсене 59 пин çын туянни паллă , пӗтӗмӗшле йышăн 15 проценчӗ. Паллах, Тутарстанӑн тӗп хули сутнă билетсен шучӗпе чи малта. Çырчалли, Чистай, Анат Кама, Теччӗ тата Элмет хулисемпе районӗсем те Хусантан юласшăн мар. Вӗсенче те Пушкин карттипе час-час усă куракансем нумайăн.

Спикерсем асăрханă тăрăх, Пушкин карттине туянакансем, тăтăш усă куракансем 14, 15 çулсенчи çул çитмен ачасем. 22 çулсенчисем карттăпа сайра усă кураççӗ. Спикерсем асăннă культура юхăмӗсенчен Пушин карттипе час-час кинона билет туянаççӗ.

Тӗплӗнрех Пушкин картти çинчен «Сувар» хаçатра вуласа пӗлме пулать.

Автор сăнӳкерчӗкӗ.  

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Пушкинская карта