2021 ҫулта Тутарстанра ҫичӗ финанс пирамиди ҫине уголовлӑ ӗҫ пуҫарнӑ
Çӗнӗ хыпарсем

2021 ҫулта Тутарстанра ҫичӗ финанс пирамиди ҫине уголовлӑ ӗҫ пуҫарнӑ

Пӗлтӗр Тутарстанра вкладчиксем тӗрлӗ финанс пирамидисемпе инвестици проекчӗсем ҫине нумай заявлени ҫырнӑ

2021 ҫулта пурӗ 7 финанс пирамиди ҫине 9 уголовлӑ ӗҫ пуҫарнӑ, ҫакӑн пирки ТР МВД пуҫлӑхӗ Артем Хохорин каласа панӑ.

Ҫавӑн пекех министр классикӑлла "пирамидӑсем" вырӑнне ҫӗнӗ интернет-проектсем килнине палӑртнӑ.

"Ку - криптобиржасенче вкладчиксен укҫипе тӗрӗс усӑ курса тата нумайтарах укҫа тума сӗнекен инвестици проекчӗсем", - палӑртнӑ республика шалти ӗҫсен министрӗ.


Нет комментариев