2024 çулта М-7 трассăн Тутарстанри пайӗ пӗтӗм тăршшӗпе тăватă полосаллă пулса тăрӗ
Çӗнӗ хыпарсем

2024 çулта М-7 трассăн Тутарстанри пайӗ пӗтӗм тăршшӗпе тăватă полосаллă пулса тăрӗ

Çул-йӗр хăрушсăрлăхне тивӗçтерсе хирӗçле транспорт юхăмӗсене уйăрӗç

Çакăн çинчен «Татар-информ» агенствăн журналисчӗсене «Волго-Вятскуправдор» начальникӗн çумӗ Азат Гатауллин каласа панă. 
Хальхи вăхăтра М-7 автоçула реконструкцилес ӗçсем Чăваш Республики енчи икӗ участокра илсе пырăнаççӗ. Вӗсен тăршшӗ 17,2 километр. Спикер сăмахӗсемпе, Сӗве урлă каçакан кӗпер тӗлӗнчи çул участокӗн 7 километр тăршшӗ хутлăхне кăçал туса пӗтермелле.  
 


Нет комментариев