9 кун хушшинче 700 йӗрке пăсакан
Июлӗн 14 – 24-мӗшӗсенче Тутарстанра «Ача – тӗп пассажир!» профилактика акци шайӗнче ирттернӗ рейдсем вăхăтӗнче ачасене автомашинăпа илсе çӳренӗ чухне правилăсене пăхăнман 700 ытла водителе чарнă. Патшалăх автоинспекторӗсем тăхăр кун хушшинче ачасене ятарлă кресла лартман 100 тата хăрушсăрлăх пиçиххипе çыхăнман 610 тӗслӗхе тупса палăртнă.
Хусанта çур çул хушшинче 66 ача аварире аманнă, вӗсенчен 19-шӗ пассажир пулнă, çуррине йӗркене пăсса илсе çӳренӗ. Инкексенче пӗр ача вилнӗ, 39-шӗ йывăр суранланнă. Çак уйăхра ачасем хутшăнипе 11 инкек пулнă. Республикăра лару-тăру тата хурлăхлăрах: çур çулта ултă ачан пурнăçӗ вăхăтсăр татăлнă, 227-ӗн суранланнă.
Май уйăхӗнче Оренбург трактӗнче 15 çулти арçын ача вилнӗ, июнь уйăхӗнче Тури Услон районӗнче виçӗ çулти хӗрачапа тăхăр çулти арçын ачан пурнăçӗ татăлнă, Тукай районӗнче вара тăватă çулти ачана çухатрăмăр.
Патшалăх автоинспекцийӗ тимлӗ те асăрхануллă пулма сӗнет, çул-йӗр правилисене çирӗп пăхăнмаллине аса илтерет. Ачасене машинăпа илсе çӳренӗ чухне ятарлă автокреслăпа тата хăрушсăрлăх пиçиххийӗпе усă курма ан манăр.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев